Чăваш Республикин социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн Комплекслă программин мероприятийĕсене пурнăçламалли мониторингăн цифра хатĕрĕ вырăнне электронлă документ çаврăнăшăн патшалăх тытăмĕн проект ĕç-хĕлне тытса пымалли системипе усă курĕç.
«Комплекслă программăпа пĕрле цифрăллă сервиссемпе платформăсем урлă пурнăçланакан тытăма çĕннине нимĕн те кĕртмен. Вĕсемпе тахçантанпах усă куратпăр, вĕсем те хăйсен тухăçлăхне кăтартрĕç. Çак программăна малтанхи кунсенчех çакăн пек сервиссем урлă пĕрле тытса пырăпăр.
Тĕп тĕллев - республика пурнăçĕ пирки калакан тĕрĕс те тулли информаци йĕркелесси. Çавăнпа та çĕнĕ программăпа çĕнĕ наци проекчĕсене пурнăçа кĕртме тытăннă май çак ĕçе тĕплĕ, вăхăтра, туллин пурнăçласа пырасси пирки уçăмлăн калаçса татăлмалла пирĕн.
Мониторинг тунă май, мероприятисене пурнăçа кĕртес ĕç епле пыни çине тимлĕх уйăрăпăр», – тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев.