Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев ЧР Патшалăх Канашне янă Çырăвне Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев хаклать:

«Чăваш Ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн ЧР Патшалăх Канашне янă Çырăвĕпе Вăрмар округĕн делегацийĕпе пĕрле Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче паллашрăмăр. Ку пирĕншĕн 2025 çулхи тĕллевсемпе задачăсене палăртакан, пурнăçри пур сферăна та пырса тивекен хăйне евĕрлĕ ĕç докуменчĕ. Аталану çулĕпе пымашкăн пĕрле пурнăçламалли тĕллевсем нумай. Республикăн, муниципалитетсен стратеги аталанăвĕн ыйтăвĕсем çине уйрăмах тимлĕх уйăрчĕ Олег Николаев. 2030 çулчченхи социаллă экономикăллă аталанăвĕн комплекслă программи — стратегисен стратегийĕ терĕ вăл. Ку аталану программине пирĕн Вăрмар округĕ те тивĕçлĕ тÿпе хывма хатĕрленет. Çĕнĕ наци проекчĕсем хута кайрĕç. Вĕсем округ шайĕнче те тĕплĕн те тивĕçлĕн пурнăçланасса шанатăп. Çĕнĕ «Çемье» наци проекчĕ шайĕнче акă, республикипе чи малтисен йышĕнче Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă центрта «Манăн социаллă центр» ĕçлесе кайрĕ. Пуçарулăх бюджечĕн программисене пурнăçлассипе те хуласемпе танлаштарсан муниципалитетсене ырларĕ Республика ертÿçи. Вăрмар округĕнче пурăнакансем те активлă ку енĕпе. Тата ытти чылай пĕлтерĕшлĕ ыйтăва уçăмлатрĕ пирĕн умăрта Чăваш Ен Пуçлăхĕ. «Пĕр пек шухăшлă пулсан, пĕрле кар тăрса ĕçлесен, эпир çĕнтереймен йывăрлăхсем пулас çук! Малалла та, пĕрле ĕçлетпĕр», - терĕ Олег Алексеевич Çырăва вĕçленĕ май. Çак сăмахсене тĕпе хурса эпир те малалла ĕçлесе пурăнăпăр».

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Февраль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 1 2

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика