Александр Виссарионов, Вăрмарти территори пайĕн начальникĕ:

«Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Чăваш Патшалăх Канашне янă Çырăвĕпе паллаштарнине эпĕ кашни çулах итлетĕп. Ку вăл регионшăн тата кунта пурăнакан çынсемшĕн, çав шутра Вăрмар округĕшĕн те, пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм. Вăрмар округĕн делегацийĕ йышĕнче мероприятие тÿрремĕнех хутшăнма кăçал эпĕ те тивĕçрĕм, уншăн савăнатăп.

Унчченхине тата хальхине танлаштарнă май, эпир Олег Николаевăн сăмахĕсем унăн ĕçĕпе тÿр килнине куратпăр. Вăл чăнах та хăйĕн сăмахне тытма пĕлет, мĕн каланине пурнăçлать. Юлашки пилĕк çул хушшинче кашни отрасльтех курăмлă улшăнусем пулни куç умĕнчех. Пуласлăх тĕллевĕсем те пысăк. Республикăн 2030 çулчченхи Социаллă тата экономика аталанăвĕн комплекслă программине хатĕрлеме регионта пурăнакансен шухăшне шута илнĕ. «Ку — регион аталанăвĕн халăхпа хатĕрленĕ планĕ», — терĕ Олег Алексеевич. Эппин, вăл ăнăçлă пуласса ĕненетпĕр.

Çырура çар çыннисене, вĕсен çемйисене тимлĕх уйăрни те çав тери пĕлтерĕшлĕ. Çапла пулмасăр, çĕршыв интересĕсене хÿтĕлекен çынсене пĕтĕм енчен пулăшмалла тата тĕрев памалла».

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Февраль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 1 2

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика