Людмила Голубева, Вăрмар муниципаллă округĕн Обществăлла палатин тата Пĕтĕм Раççейри вăрçăпа ĕç, Хĕç-Пăшаллă Вăйсен, право хуралĕн органĕсен ветеранĕсен (пенсионерĕсен) обществăлла оранизацийĕн Вăрмар районĕнчи Канашĕн председателĕ:
«Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче пулса иртнĕ мероприятие хутшăнса Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырăвне итлеме тÿр килчĕ. Йăлана кĕнĕ йĕркепе Çырура региона аталантарас çул-йĕре палăртнă, пурнăçа кĕртнĕ ĕçсене пĕтĕмлетнĕ, малашлăх тĕллевĕсене уçăмлатнă.
Ахаль çынсене — çамрăксене те, ватăсене те — тĕрлĕ енлĕ пулăшу кÿресси республика руководствишĕн яланах малти вырăнта. Кăçал эпир Аслă Çĕнтерĕве 80 çул çитнине паллă тăватпăр. Çавна кура ĕнтĕ Олег Николаев хаклă документра ветерансене, тыл ĕçченĕсене, вăрçăра пуçне хунисен тата ветерансен тăлăха юлнă мăшăрĕсене, вăрçă ачисене, çавăн пекех çар ĕçĕсене хутшăнса сусăрланнă çынсене те пулăшмаллине палăртнă, тÿлевсене ÿстерме сĕннĕ. Ку вăл питĕ тĕрĕс йышăну тесе шутлатăп, мĕншĕн тесен вĕсем пурте — пирĕн паттăрсем, çитĕнекен ăрăва ырă тĕслĕх паракансем».