Владимир Максимов, Чăваш Республикин строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ:

«Республика Пуçлăхĕ регионăн строительство отраслĕн юлашки пилĕк çулти çитĕнĕвĕсене пысăк хак пачĕ. Çак тапхăрта Чăваш Енре инфратытăмăн 384 объектне юсанă, пурăнмалли 3,7 миллиона яхăн тăваткал метр çурт-йĕр тунă, авари пулма пултаракан çуртсенчен 1016 çынна куçарнă, ытти ĕçе пурнăçланă. Çак ĕç кăтартăвĕ — республика хула хутлăхĕн пахалăхĕн индексĕпе Атăлçи округĕнче лидер пулса тăни.

Тĕллевсен шутĕнче Олег Алексеевич КПСЭР­па килĕшÿллĕн инфратытăмăн 2,4 пин проектне пурнăçламаллине, муниципалитетсен çĕр ресурсĕсене инвентаризацилемеллине, пуçаруллă бюджет проекчĕсене нумайлатмалли майсене тишкермеллине, территорисенчи строительство требованийĕсене çĕнетмеллине палăртрĕ. 2030 çулччен тÿрре кăлармалли çак пуçарусем, мероприятисем республика аталанăвĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вĕсем граждансен пурнăç шайне çĕклес тĕлĕшпе эпир малашне те çине тăрса ĕçлессине çирĕплетеççĕ. Ку пурăнмалли çурт-йĕр строительствине те, социаллă объектсене хута ярассине те пырса тивет. Пурте пĕрле тăрăшсан çак тĕллевсене ăнăçлă пурнăçласси иккĕлентермест — тÿрре кăларнă кашни проект граждансене усă кÿтĕр.

Василий Шигильдеев, Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ:

«Чăваш Ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн ЧР Патшалăх Канашне янă Çырăвĕпе Вăрмар округĕн делегацийĕпе пĕрле Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче паллашрăмăр. Ку пирĕншĕн 2025 çулхи тĕллевсемпе задачăсене палăртакан, пурнăçри пур сферăна та пырса тивекен хăйне евĕрлĕ ĕç докуменчĕ. Аталану çулĕпе пымашкăн пĕрле пурнăçламалли тĕллевсем нумай. Республикăн, муниципалитетсен стратеги аталанăвĕн ыйтăвĕсем çине уйрăмах тимлĕх уйăрчĕ Олег Николаев. 2030 çулчченхи социаллă экономикăллă аталанăвĕн комплекслă программи — стратегисен стратегийĕ терĕ вăл. Ку аталану программине пирĕн Вăрмар округĕ те тивĕçлĕ тÿпе хывма хатĕрленет. Çĕнĕ наци проекчĕсем хута кайрĕç. Вĕсем округ шайĕнче те тĕплĕн те тивĕçлĕн пурнăçланасса шанатăп. Çĕнĕ «Çемье» наци проекчĕ шайĕнче акă, рес­публикипе чи малтисен йышĕнче Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă центрта «Манăн социаллă центр» ĕçлесе кайрĕ. Пуçарулăх бюджечĕн программисене пурнăçлассипе те хуласемпе танлаштарсан муниципалитетсене ырларĕ республика ертÿçи. Вăрмар округĕнче пурăнакансем те активлă ку енĕпе. Тата ытти чылай пĕлтерĕшлĕ ыйтăва уçăмлатрĕ пирĕн умра Чăваш Ен Пуçлăхĕ. «Пĕр пек шухăшлă пулсан, пĕрле кар тăрса ĕçлесен, эпир çĕнтереймен йывăрлăхсем пулас çук! Малалла та пĕрле ĕçлетпĕр», - терĕ Олег Алексеевич Çырăва вĕçленĕ май. Çак сăмахсене тĕпе хурса эпир те малалла ĕçлесе пурăнăпăр».

Александр Виссарионов, Вăрмарти территори пайĕн начальникĕ:

«Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Чăваш Патшалăх Канашне янă Çырăвĕпе паллаштарнине эпĕ кашни çулах итлетĕп. Ку вăл регионшăн тата кунта пурăнакан çынсемшĕн, çав шутра Вăрмар округĕшĕн те, пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм. Вăрмар округĕн делегацийĕ йышĕнче мероприятие тÿрремĕнех хутшăнма кăçал эпĕ те тивĕçрĕм, уншăн савăнатăп.

Унчченхине тата хальхине танлаштарнă май, эпир Олег Николаевăн сăмахĕсем унăн ĕçĕпе тÿр килнине куратпăр. Вăл чăнах та хă­йĕн сăмахне тытма пĕлет, мĕн каланине пурнăçлать. Юлашки пилĕк çул хушшинче кашни отрасльтех курăмлă улшăнусем пулни куç умĕнчех. Пуласлăх тĕллевĕсем те пысăк. Рес­публикăн 2030 çулчченхи Социаллă тата экономика аталанăвĕн комплекслă программине хатĕрлеме регионта пурăнакансен шухăшне шута илнĕ. «Ку — регион аталанăвĕн халăхпа хатĕрленĕ планĕ», — терĕ Олег Алексеевич. Эппин, вăл ăнăçлă пуласса ĕненетпĕр.

Çырура çар çыннисене, вĕсен çемйисене тимлĕх уйăрни те çав тери пĕлтерĕшлĕ. Çапла пулмасăр, çĕршыв интересĕсене хÿтĕлекен çынсене пĕтĕм енчен пулăшмалла тата тĕрев памалла».

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Март 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
24 25 26 27 28 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика