Çак кунсенче Чулкасри вăтам шкулăн Кĕлкешри структурăллă уйрăм подразделенийĕнче Çитмĕш ялĕнче çуралса ÿснĕ, Кĕлкеш шкулне вĕренсе пĕтернĕ Михаил Максимов пулса курчĕ.
Михаил Геннадьевич 2023 çулхи ноябрь уйăхĕнчен ятарлă çар операцине хутшăнать, миномет батарейин батальонĕнче наводчик пулса службăра тăрать, темиçе хутчен те çар наградисене илме тивĕçнĕ.
Чи малтанах Михаил Геннадьевич пуçламăш классен кабинетне кĕрсе курчĕ. Вăл, кунта вĕреннĕскер, пуçламăш класс ачисемпе калаçрĕ, вĕсем мĕнле вĕреннипе, пултарулăхри тата спортри çитĕнĕвĕсемпе кăсăкланчĕ, парта хушшине ларса шкул çулĕсене аса илчĕ.
Чуна уçса калаçнă хыççăн ачасен унран уйрăлас та килмерĕ. Вĕсем ăна шкулти Н.А.Афанасьев ячĕллĕ музея курма илсе кайрĕç. Кунта Михаил Геннадьевич шкул музейĕ çумĕнчи «Тăван ен» шыравпа таврапĕлÿ пĕрлешĕвĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ. Тăван шкулĕнче патриотлăха аталантарассипе ĕçлекен çакăн пек тĕлĕнмелле музей пулнишĕн савăннине палăртрĕ вăл.
Михаил Геннадьевич валли шкул тăрăх экскурси йĕркеленĕ хыççăн вăл шкулта вĕренекенсемпе калаçу ирттерчĕ, салтаксен пурнăçĕ пирки каласа пачĕ, ачасене ырă сĕнÿ-канаш пачĕ.
«Эпĕ ачаранах йывăрлăхсенчен хăраман, спортпа туслă пулнă, активлă пулнă, ăмăртусенче малти вырăнсене йышăннă. Çак хăнăхусем мана паянхи кун та пулăшаççĕ. Лайăх вĕренĕр, ачасем, вĕрентекенсене, атте-аннене итлĕр, хăвăра килĕшекен професси суйлăр. Пурнăçра пĕлÿ çав тери кирлĕ. Пĕр-пĕрне хисеплĕр, Раççей пуласлăхне шанăр. Çĕнтерÿ пирĕн енчен пулать», — терĕ Михаил Геннадьевич. Юлашкинчен пирĕн паттăр ачасемпе шашкăлла вылярĕ /сăн ÿкерчĕк çинче\.
Тăван ялне кĕске отпуска кăна килнĕскер, паянхи кун Михаил Геннадьевич СВО пыракан зонăна каялла таврăннă та ĕнтĕ. Тавах сана, салтак!
Светлана РОМАНОВА, Чулкасри вăтам шкулăн Кĕлкешри структурăллă уйрăм подразделенийĕн вĕрентекенĕ