Февралĕн 2-мĕшĕнче Вăрмар муниципаллă округĕнчен ятарлă çар операци вырăнне черетлĕ гуманитари тиевне ăсатрĕç.
Мăнçырмари Тихвински Турамăш турăшĕ ячĕллĕ чиркÿ настоятелĕ Леонид Ермолаев протоиерей яланхи пекех молебен ирттерсе, гуманитари тиевĕллĕ автомашинăсене святой шывпа сапса сăвапласа, пиллесе инçе çула ăсатса ячĕ.
Гуманитари пулăшăвĕпе квадроцикл, автомашинăсем валли саппас пайсем, çăвăнса тасалмалли хатĕрсем, ăшă нускисем, перчеткесем, окоп çуртисемпе маскировка сечĕсем тултарнă чылай ещĕк салтаксем валли илсе кайрĕç.
Унсăр пуçне ачасен çырăвĕсемпе ÿкерчĕкĕсенчен хатĕрленĕ посылкăсем те пĕрле çула тухрĕç.
Эвелина МИХАЙЛОВА хатĕрленĕ