Ятарлă çар операцийĕ пыракан çĕршывшăн çăмăл мар вăхăтра пурин те пĕр тĕллевшĕн чăмăртанса пĕрле пулмалла. Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă центрта, Раççейре Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин, Чăваш Енре Çĕнтерÿпе патриотлăх çулталăкĕ пулнă май, тĕрлĕ мероприяти ирттереççĕ. Çав шутра пирĕн ентеш-салтаксем валли окоп çуртисем туса хатĕрлессипе çине тăрса ĕçлеççĕ. Окоп çуртисем салтаксене ăшăнма, çутă тума кăна мар, апат-çимĕç хатĕрленĕ чухне те кирлĕ. Уйри условисенче окоп çуртине чĕртса яраççĕ те тушенка савăтне уçса çак çулăм çинче ăна ăшăтса çиеççĕ акă. Çуртасем хытса çитнĕ хыççăн кăна вĕсене курупкасене майлаштарса чиксе хураççĕ, каярах вара салтаксем валли гуманитари пулăшăвĕ пухакан пункта çитерсе параççĕ. Çак пархатарлă ĕçе комплекслă центра çÿрекен ачасене те явăçтараççĕ специалистсем. «Пирĕн енчен кÿрекен пулăшу хăйсен вăйне хĕрхенмесĕр кунран кун çĕнтерĕве çывхартакан салтаксемшĕн усăллă пуласса шанатпăр», - теççĕ комплекслă центр специалисчĕсем.
Çавăн пекех ачасемпе Ленинград хулине блокадăран кăларнă куна халалласа паттăрлăх урокĕ те ирттернĕ. Çак хитре хула Аслă Отечественнăй вăрçă çулĕсенче тÿссе ирттернĕ йывăрлăхсем çинчен чылай çĕнни пĕлчĕç. Паттăрлăх урокне ачасем малалла Вăрмарти культурăпа кану çуртĕнче тăсрĕç. Кунта вĕсем поселокра пурăнакан, маскировка сечĕсем çыхакан ырă кăмăллă хĕрарăмсемпе тĕл пулчĕç. Хăйсене те çак ĕçре тĕрĕслесе пăхрĕç. «Пирĕн çĕршывăн историллĕ пулăмĕсене пĕлесси, иртнине астăвăмра упрасси, телейлĕ малашлăхшăн тăрăшасси — тĕп вырăнта», - пĕлтереççĕ Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă центр специалисчĕсем.
Надежда МИХАЙЛОВА, Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă центрăн специалисчĕ