IMG 4647Чăвашпотребсоюз хăйĕн тытăмĕнчи лавккасен строительствипе реконструкцине пурнăçлассине, оборудованине çĕнетессине, ĕçсен пахалăхне лайăхлатассине яланах пысăк тимлĕх уйăрать.

Çак сăмахсен тĕрĕслĕхне эпир Вăрмар райповĕн ĕçĕ-хĕлĕ çинче те курса ĕненме пултаратпăр. Акă, ку эрнере Вăрмар округĕшĕн пысăк пĕлтерĕш­лĕ пулăм пулса иртрĕ — Вăрмар поселокĕнчи пурте пĕлекен тата кăмăллакан «Заря» гастроном реконструкци хыççăн алăкĕсене уçрĕ.

Савăнăçлă мероприятие Чăвашпот­ребсоюз Канашĕн председателĕ Валерий Павлов тата Вăрмар райпо Канашĕн председателĕ Марина Сейфуллина, Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев, Вăрмарти территори пайĕн начальникĕ Александр Виссарионов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Зорин тата унăн пулăшуçи Юрий Иванов, реконструкцие пурнăçланă организацин — «Стимул-Строй» тулли мар яваплă обществăн директорĕ Сергей Владимиров, çавăн пекех Вăрмар райповĕн ĕçченĕсемпе ветеранĕсем, Вăрмар округĕнче пурăнакансем хутшăнчĕç.

Чăвашпотребсоюз Канашĕн председателĕ Валерий Павлов хăйĕн саламлă сăмахĕнче «Заря» гастрономра туянакансем валли те, сутуçăсем валли те мĕнпур условисем туса панине каларĕ, гастроном ăнăçлă ĕçлессе, халăхăн кăмăлне туллин тивĕçтерессе шаннине палăртрĕ.

«Юсаса çĕнетнĕ лавккара кашниех хăйне кулленхи пурнăçра мĕн кирлине туянма пултарĕ. Таварсен ассортиментне анлăлатсах пыма тăрăшăпăр», — терĕ Вăрмар райпо Канашĕн председателĕ Марина Сейфуллина.

Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев Вăрмар райповĕн ĕçĕ-хĕлне ырларĕ, вăл Вăрмар округĕн социаллă тата экономика аталанăвне пысăк тÿпе хывнине пĕлтерчĕ, малалла та тухăçлă ĕçлеме сунчĕ.

ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Зорин «Заря» гастроном аталанса пытăр тесе сунчĕ, унăн заведующине Наталия Семеновăна ЧР Патшалăх Канашĕн Тав çырăвĕпе наградăларĕ.

Йăлана кĕнĕ йĕркепе яваплă çынсем торжествăлла лару-тăрура хĕрлĕ хăйăва касрĕç, унтан шала кĕрсе кунти лару-тăрупа паллашрĕç.

Гастроном уçăлнă-уçăлман унăн çутă та ăшă залĕсем туянакансемпе тулчĕç. Куншăн тĕлĕнме кирлĕ мар, мĕншĕн тесен хулари пекех пысăк лавк­ка ĕçне кашнин кăмăлнех тивĕçтермелле йĕркеленĕ. Сарлака стеллажсем çинче темĕн тĕрлĕ тавар та пур — апат-çимĕç продукцийĕнчен пуçласа йăлара усă куракан хими таран. Потребкооперацин ытти лавккисенчи пекех, кунта та ытларах хамăр тăрăхра, республикăра туса кăларнă пахалăхлă таварпа суту-илÿ тăваççĕ.

«Эпир гастронома кашни кунах çÿретпĕр, чун кунтах туртать. Юсав хыççăн лавккара тата хăтлăрах халĕ, сутуçăсем те çав тери кăмăллă», — теççĕ туянакансем.

Ирина Данилова

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Март 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
24 25 26 27 28 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика