Çак кунсенче Шупашкар хулинчи «Экра» спорт комплексĕнче 2011-2013 çулсенчи хĕрачасемпе арçын ачасем хушшинче самбо енĕпе мала тухассишĕн Чăваш Республикин ăмăртăвĕсем иртрĕç. Унта А.Ф.Федоров ячĕллĕ Вăрмарти спорт шкулĕн çамрăк воспитанникĕ сем те хутшăнса лайăх кăтарту семпе савăнтарчĕç.

55 килограмлă самбистсем хушшинче Вăрмар поселокĕнчи Софья Стручкова 1-мĕш вырăна йышăнчĕ. Энтриялĕнчи Анна Ерукова та 43 килограмлă самбистсем хушшинче 1-мĕш пулчĕ. Вăрмар поселокĕнчи Карина Андреева 51 килограмлă самбистсем хушшинче 2-мĕш вырăна тухрĕ. Вăрмар поселокĕнчи Николай Хованский вара 71 килограмлă спортсменсем хушшинче 3-мĕш вырăна йышăнчĕ. Пултаруллă ентешĕмĕрсем Атăлçи Федераллă округĕ шайĕнчи ăмăртусене хутшăнма тивĕçрĕç.

Лев УЛИВАНОВ,

самбо уйрăмĕн тренерĕ, ЧР физкультурăпа

спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика