Январь вĕçĕнче Шупашкар хулинче фитнес-аэробика енĕпе харăсах темиçе спорт мероприятийĕ иртрĕ. Ку вăл: Чăваш Республикин Чемпионачĕ тата мала тухмалли ăмăртăвĕсем, ЧР Фитнес-аэробика федерацийĕн «Пирĕн самана паттăрĕсем» ăмăртăвĕсем, республика шайĕнчи «Çĕнĕ ăру» фестиваль. А.Ф.Федоров ячĕллĕ Вăрмарти спорт шкулĕн воспитанникĕсем те вĕсенчен айккинчеюлмарĕç, пысăк çитĕнÿсемпе палăрчĕç. 10-13 çулсенчи ачасем хушшинче степ- аэробика енĕпе иртнĕ ăмăртусенче пирĕн «Чĕре çемми» /«Ритм сердца»\ команда 2-мĕш вырăна тухрĕ. Командăра: Алиса Андреева, Екатерина Иванова, Серафима Сергеева. 5-7 çулсенчи ачасем хушшинче вара вăрмарсем 1-мĕш вырăна тивĕçрĕç. Командăра: Стефания Григорьева, Александра Васильева, Ксения Левина, Тимофей Левин.

Надежда ДАВЫДОВА,

фитнес-аэробика уйрăмĕн тренерĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика