Пĕчĕк тата вăтам бизнес — экономика аталанăвне тивĕçтерекен пĕлтерĕшлĕ çăлкуç.
2025 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне Вăрмар округĕнче 660 пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъектне шута илнĕ /2023 çулта — 649\. Çав шутра уйрăм çын предпринимательсем — 565 /2023 çулта — 553\, пĕчĕк предприятисемпе юридици сăпатĕнчи çынсем — 95 /2023 çулта — 96\. Экономика сферинче ĕçлекенсем хушшинче пĕчĕк предпринимательлĕх енĕпе вăй хуракансем 62,1% йышăнаççĕ.
Пĕчĕк тата вăтам предприятисем туса кăларса вырнаçтарнă таварсен, пурнăçланă ĕçсен, пулăшу ĕçĕсен калăпăшĕ 992,2 млн тенкĕпе танлашнă /2023 çулта — 695,2 млн тенкĕ\. 2024 çулхи 12 уйăх хушшинче 61 пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъектне 140,6 млн тенкĕлĕх патшалăх пулăшăвĕ кÿнĕ.
Патшалăх тĕрев панипе çамрăксем те предпринимательлĕх ĕçне кÿлĕнсе тухăçлă ĕçлеме пултараççĕ. Акă, регион шайĕнче иртнĕ «Чăваш Республикин çамрăк предпринимателĕ — 2024» конкурсра «Молодежь с идеями» номинацинче Вăрмар поселокĕнчи Яна Алексеевна Михайлова /сăн ÿкерчĕк çинче\ палăрнă. Вăл конкурса комбикорм туса кăларакан мини-завод проектне тăратнă, пĕрчĕленĕ люцерна производствине хута яма планлать. Çакăн пек мал ĕмĕтлĕ çамрăк çынсем Вăрмар округĕн аталанăвне пысăк тÿпе хывма пултараççĕ, патшалăх вара вĕсене пур енчен те пулăшса пыма хатĕр.
Леонид СТЕПАНОВ, Вăрмар муниципаллă округĕн экономика тата çĕрпе пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ
