Ятарлă çар операцийĕ, СВО... Вăл пуçланнăранпа кĕçех виçĕ çул çитет. Миçе çыннăн пурнăçне тепĕр майлă çавăрса хучĕ-ши çак вăрçă, миçе çыннăн шухăшлавне, тавракурăмне улăштарчĕ-ши?.. Анчах, никам та хирĕçлеймĕ, çĕршывшăн йывăр вăхăтра халăх пĕрлĕх туйăмĕпе вăй илсе унчченхинчен те хытăрах чăмăртанчĕ. Фронтăн та, тылăн та пĕр тĕллев халĕ — неонацизма тĕп тăвасси, Çĕнтерĕве çывхартасси, килес ăрусемшĕн мирлĕ пурнăç туса парасси.

Тихвински Турамăш турăшĕ ячĕллĕ Мăнçырмари чиркÿ ентешĕмĕр-салтаксене пулăшас ĕçе СВО пуçланнăранпах активлă хутшăнать. Леонид Ермолаев протоиерей тата Наталия матушка тавра хăйсем пекех ырă чун-чĕреллĕ çынсем, хастар волонтерсем йышлăн пухăнса пархатарлă ĕçе кÿлĕннĕ. Тĕрлĕ енлĕ ĕç пурнăçлаççĕ кунта: окоп çуртисем тăваççĕ, гуманитари пулăшăвĕ пуçтарса леçеççĕ, СВОна каякан салтаксене, волонтерсене çула тухиччен пил парса, кĕлĕ вуласа ăсатаççĕ, кулленех Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисемшĕн кĕлĕсем ирттереççĕ. Сăмахран, салтаксене сыхлама ыйтса кашни ытларикун çветтуй Федор Ушакова кĕл тăваççĕ. Чиркÿре унăн çĕрмен ÿчĕн пайĕ упранать. Салтаксене тĕрев парас тата хавхалантарас тĕллевпе Леонид атте хăй те çапăçусем пыракан вырăнсенче — Донецк, Луганск тăрăхĕсенче — пĕрре кăна мар пулнă.

Наталия матушка пĕлтернĕ тăрăх, темиçе сменăпа ĕçлесе 2-3 кун хушшинче харăсах 800-1000 таран окоп çурти хатĕрлесе хума пултараççĕ вĕсем. Çурта валли савăтсемпе волонтерсем, чиркÿ прихожанĕсем, çавăн пекех Шупашкарти кафесем тивĕçтерсе тăраççĕ. Окоп çурти тума ача-пăчана çитермелли сĕтлĕ хутăшсен савăчĕсем ытларах меллĕ, вĕсене ыркăмăллăх фончĕсем урлă илсе килсе тăраççĕ. Парафинне вара хăйсемех туянаççĕ. Хатĕр окоп çуртисене СВОна гуманитари пулăшăвĕпе каякан ушкăнсем урлă парса яраççĕ.

Салтаксене май килнĕ таран пулăшас, хăйсен чун-чĕре ăшшине парас тĕллевпе халăх Мăнçырма чиркĕвне тĕрлĕ япаласем илсе килет: апат-çимĕç продукцийĕ те, тум-тир та, ыттине те. Черетлĕ хут ăсатма хатĕрлекен гуманитари пулăшăвĕ валли, акă, Кивĕ Шулханта пурăнакан хĕрарăмсем ăшă нускисем çыхса панă. Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти вăтам шкулти пуçламăш классен сыпăкĕнче нумай пулмасть акци йĕркелесе салтаксене кирлĕ япаласем /шампуньсем, супăньсем, нÿрĕ салфеткăсем, ĕç перчеткисем тата ытти те\ 30 коробка таран пуçтарнă, ăшă сăмахсемлĕ çырусем çырнă. Шупашкарти «Kaysarov» компани 300 комплект вырăн çиттисемпе тивĕçтернĕ. Çак япаласене пурне те коробкăсене пуçтарса хатĕрлесе хунă.

«Тум-тирĕ те, апат-çимĕç продукцийĕ те салтаксемшĕн пĕлтерĕшлĕ пулин те, юлашки вăхăтсенче вĕсене тĕрлĕ техника, ун валли запас пайсем, хатĕрсем ытларах кирлĕ, — тет Леонид атте. — Пурте пĕлетпĕр, халĕ дронсен вăрçи пырать, çавăнпа СВОри ентешсенчен шăпах та техника çине заявкăсем час-часах килеççĕ. Çавна май волонтерсем, салтаксен çемйисемпе тăванĕсем, чиркÿ прихожанĕсем, ытти çынсем укçа-тенкĕ пуçтарса мĕн кирлине туянаççĕ те салтаксем патне ăсатаççĕ. Пирĕн чиркÿпе çыхăнса ĕçлекен волонтерсен ушкăнĕсем гуманитари пулăшăвĕпе аякри çула тăтăшах тухса çÿреççĕ. Ку енĕпе Анатолий Хованский, Николай Илларионов, Сергей Григорьев, Алексей Григорьев, Сергей Козлов тата ыттисем те пуçарулăхпа палăрса тăраççĕ».

Çитес эрнере СВОна кайма хатĕрленекен ушкăн салтаксем патне шăпах та тĕрлĕ техника илсе кайĕ. Ку вăл квадроцикл та, дронсемпе кĕрешмелли хатĕрсем те, автомашинăсем валли пайсем те, ытти те. Çак ушкăн çумне Леонид атте хăй те хутшăнма планлать. Пурнăçпа вилĕм хушшинче пулса Тăван çĕршывăмăра сыхлакан, хÿтĕлекен паттăрсем ăна кашнинчех чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Леонид атте вĕсемпе пĕрле кĕл тăвать, пая кĕртет, чунĕсене çирĕплетет, калаçусем ирттерет, çар техникине, блиндажсене Турă шывĕ сапса сăваплать, госпитальсене çитсе килет. Салтаксене тĕне кĕртесси те пĕрре мар пулнă. Чăнах та, вăрçă хирĕнче Турра ĕненмен çын çук.

Волонтерсем гуманитари пулăшăвĕпе килсе çÿрени передовăйĕнчи салтаксене савăнăç кÿрет, хăйсен тивĕçĕсене малалла та харсăррăн пурнăçлама вăй парать. Вĕсем тыл пулăшăвне, тĕревне, хăйсемшĕн кĕл тунине туйса тăччăр тесе тăрăшакансен ĕçĕ сăваплă.

Ирина ДАНИЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика