Владимир ТОЛМАТОВ
Пĕрле пулнийĕ – маншăн чыс
(А.И.Хованские 85 çулхи юбилейпе)
Пĕр пăт тăвар пĕрле, чăн, çиеймен,
Пулмашкăн туслă ку чăрмав кÿмен.
Калем ăстийĕ, паллă журналист,
Санпа пĕрле пулнийĕ маншăн чыс.
Çÿле пит çĕкленме Эс ăнтăлман,
Ăнланнă — ĕç çĕклет хăйех ялан!
Чăнах та, килсе тухрĕ вăл çапла:
Мĕн чухлĕ кĕнеке — суйла, суйла...
Кашни кăларăма алла тытсан
Килтех çĕнни тупатăн. Пит аван -
Е Хĕрлĕçыр, е паллă спортсменсем,
Журналистсем, хисеплĕ ентешсем...
Питех те сумлă, курăмлă ĕçсем,
Куллен пурне те питĕ кирлисем.
Пĕр сăмах çеç манран, хăвах пĕлен -
Асран ан кайтăр нихăçан калем.
