Иван Родионов
Пуриншĕн те пĕр хĕвел
(юрă)
Çутçанталăк питĕ ешĕл,
Пуриншĕн те пĕр хĕвел.
Аякра эс пирĕнтен,
Ăшăтан пире çÿлтен.
Хушса юрламалли:
Пуриншĕн те пĕр хĕвел,
Кашни тĕлте урăхла.
Пирĕн ялти хĕвел
Ытларах пек çутăлла.
Ялпа ял та пĕр пек мар,
Халăх, мирлĕ пурăнар.
Хĕвел шевли кÿлĕре,
Вăл та ăшăтать пире.
Хушса юрламалли
Çумăр çăвать халь ялта,
Пулнă вăл Шупашкарта.
Хĕвел пăхать сирĕн ялта,
Лайăх вĕт-ха çавăнта.
Хушса юрламалли
Сар хĕвеле юратса пурăнатпăр çĕр çинче.
Савăнтарать-çке çакă çутă тĕнче.
Сап-сарă чечеке парнелерĕм пикене,
Хулăм укçине патăм амăшĕпе ашшĕне.
Хушса юрламалли
Чулкас ялĕ
