Паян Вăрмар округĕнче культура ĕçченĕсен профсоюзĕн XXIII-мĕш отчетпа суйлав конференцийĕ . Унта Пĕтĕм Раççейри культура ĕçченĕсен Союзĕн Чăваш Республикинчи организацийĕн председателĕ Светлана Валерияновна Демидова, Вăрмар округĕнчи клубсемпе библиотекăсен, çавăн пекех «Хĕрлĕ ялав» хаçат ĕçченĕсен профкомĕсен членĕсем хутшăнчĕç.
Культура ĕçченĕсен профсоюзĕн Вăрмар районĕнчи организацийĕн председателĕ Алина Николаевна Никитина иртнĕ тапхăрта пурнăçланă ĕçсем пирки доклад турĕ, ытти çынсем те хăйсен ыйтăвĕсемпе тухса калаçрĕç. Пухăннисем культура ĕçченĕсен профсоюзĕн Вăрмар районĕнчи организацийĕ хăйĕн ĕçне лайăх туса пынă тесе палăртрĕç.
Светлана Валерияновна Демидова республикăри организацин ĕçĕсем çинче чарăнса тăчĕ, тĕслĕхсемпе çирĕплетсе ахаль ĕçченсен прависене профсоюз мĕнле хÿтĕленине каласа пачĕ.
Йăлана кĕнĕ йĕркепе çакăн евĕр мероприятисенче чыслав саманчĕ иртет. Хальхинче те çаплах пулчĕ. Хăйсен ĕçĕнче тăрăшулăхпа палăрнисене Пĕтĕм Раççейри культура ĕçченĕсен Союзĕн Чăваш Республикинчи организацийĕн Хисеп грамотисемпе чысларĕç. Вĕсен хушшинче «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакторĕ Ирина Данилова тата реклама енĕпе ĕçлекен менеджер Надежда Никитина та пулнине палăртма кăмăллă.
Унтан суйлав вăхăчĕ çитрĕ. Пурте пĕрле сасăланипе культура ĕçченĕсен профсоюзĕн Вăрмар районĕнчи организацийĕн председателĕ пулма тепĕр хутчен Алина Никитинăна суйларĕç.