Çак кунсенче Вăрмарти историпе таврапĕлÿ халăх музейĕнче паллă журналиста, писателе, нумай кĕнеке авторне - Хĕрлĕçыр ялĕн тата Вăрмар районĕн Хисеплĕ гражданинне А.И.Хованские чысларĕç.

Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, В.С.Алендей ячĕллĕ преми лауреачĕ 85 çул тултарчĕ. Пичет ĕçĕнче çур ĕмĕре яхăн тăрăшнă ентеше саламлама çыравçăсем, таврапĕлÿçĕсем — хăй вăхăтĕнче пĕрле ĕçленĕ ĕçтешĕсем, муниципаллă округăн ĕçченĕсем пуçтарăнчĕç. Мероприятие музей экскурсовочĕ Г.С.Корытникова йĕркелесе ертсе пычĕ. Çыравçăн кун-çулĕпе паллаштарнă хыççăн пухăннисене питĕ пуян та анлă программа кĕтрĕ. Салам сăмахĕсем питĕ йышлă пулчĕç. Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ — организаципе контроль тата кадр ĕçĕсен пайĕн начальникĕ Н.А.Павлов, СССР спорт мастерĕ пулнă май, Анатолий Ильичăн тăрăхри спортсменсен çитĕнĕвĕсемпе паллаштарни округра сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансен йышне ÿстерме питĕ пысăк витĕм кÿнине палăртрĕ. Пархатарлă ĕçшĕн тав туса «Единая Россия» партин вырăнти уйрăмĕн, муниципаллă округ пуçлăхĕн Хисеп грамотисене пачĕ. Округ администрацийĕн культура, социаллă аталану тата спорт пайĕн начальникĕ А.В.Краснов кунта ĕçлекенсенчен Тав сăмахĕ каласа парнесем пачĕ. «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн тĕп редакторĕ З.Е.Павлова хăйĕн сăмахĕнче опытлă журналист çамрăксене яланах курăмлă пулăшу парса пынине палăртрĕ, хаçатăн Хисеп грамотипе наградăларĕ, редакци тата типографи ĕçченĕсен ячĕпе парнесем парса чысларĕ. Нумай вăхăт хушши район хаçачĕн редакторĕ, тĕп редакторĕ пулса ĕçленĕ Н.В.Васильевăн, комсомолта Анатолий Ильичпа пĕрле нумай çул хушши ĕçленĕ Г.А.Максимовăн, А.Е.Белова журналистăн сăмахĕсенче те питĕ нумай ăшă туйăмсем пулчĕç. Ыттисем те саламланă май юбиляра чи ыррине сунчĕç. Хăйĕн ĕçĕсемпе чапа тухнă çын çакăн пек сăмахсем çеç илтме тивĕç. Уйрăмах Т.Ю.Дорофеева-Миро çыравçă сăмахĕсем асра юлчĕç: «Унпа пĕр çĕр çинче утса çÿренĕшĕн савăнатăп, мухтанатăп». Анатолий Ильич Хованские пĕлнĕ çын çакăн айĕнче алă пусма пултарĕ.

Владимир ТОЛМАТОВ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Март 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
24 25 26 27 28 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика