glavaОбществăлла пурнăçра пысăк активлăх кăтартакан ачасем Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа тĕл пулчĕç, Ачасен обществăлла канашĕн ĕçĕ, малашнехи тĕллевĕсем пирки каласа пачĕç.

«Канаша хастар ачасенчен йĕркеленĕ, вĕсем хăйсен тантăшĕсем мĕнле шухăш-кăмăлпа пурăннине лайăх пĕлеççĕ. Ачасем пире вĕсене мĕн кăсăклантарнине, пирĕн, аслисен, чи малтан ăçта тимлĕх ытларах уйăрмаллине кăтартаççĕ. Вĕсемех, обществăлла канашăн членĕсем пулнă май, патшалăх управленийĕн тытăмне епле йĕркелесе пынине ăнкараççĕ, çапла пĕлтерĕшлĕ задача пурнăçлаççĕ. Обществăлла канашăн членĕсем хăйсен юлташĕсем, пĕрле вĕренекенĕсем патне тĕрĕс информаци илсе çитереççĕ», - палăртнă республика Пуçлăхĕ.

2025 çултан пуçласа Раççейре, çав шутра Чăваш Енре те, «Çамрăксем тата ачасем» çĕнĕ наци проекчĕ ĕçлесе кайрĕ. Ачасен обществăлла канашĕн членĕсен тĕлпулăвĕ шăпах çак наци проекчĕпе тÿрремĕнех çыхăнса тăрать.

Олег Николаев çамрăксене цифра гигиени енĕпе хастартарах ĕçлеме чĕнсе каланă. Хальхи лару-тăрура чи пысăк йыхрав вăл — ачасем çине яракан информаципе психологи атаки. «Паллах ĕнтĕ, çитĕнекен ăрăва хÿтĕлес тесе эпир хамăр енчен пĕтĕмпех тăвăпăр. Анчах та йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿксен çула çитмен ача ытларах чухне ашшĕ-амăшне е вĕрентекене йывăрлăхĕ çинчен каласа пама шикленет. Çавăнпа та шăпах сирĕн хăвăрпа пĕр çулти ачасем хушшинче пĕр-пĕрне шанмалли атмосфера йĕркелемелле, çакăн пек чухне вара сиенлĕ каналсене тупса палăрт­са вĕсене блокировка тума май пулĕ», - тенĕ Олег Николаев.

Тĕлпулу вĕçленнĕ май Респуб­лика Пуçлăхĕ шкул ачисен ыйтăвĕ­сем çине хуравланă, çавăн пекех Ачасен обществăлла канашĕн палăрнă представителĕсене пултарулăхра çитĕнÿсем тунăшăн ятарлă стипенди парассине çирĕплетекен свидетельствăсем парса чысланă. Чыслава тивĕçнисен йышĕнче Вăрмар муниципаллă округĕнчен икĕ хĕр пулнă — Маргарита Зобова тата Дарья Алексеева. Вĕсем иккĕшĕ те Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулта ăс пухаççĕ. Маргарита Зобова — Чăваш Республикинчи Ачасен прависемпе ĕçлекен Уполномоченнăй çумĕнчи Ачасен обществăлла канашĕн председателĕ. Дарья Алексеева — Чăваш Республикинчи Ачасен прависемпе ĕçлекен Уполномоченнăй çумĕнчи Ачасен обществăлла канашĕн членĕ, Вăрмарти ача-пăча пултарулăх çурчĕн вĕренекенĕ. Çак хĕрсем вĕренÿре те, обществăлла пурнăçра та активлă. Олимпиадăсенче, тĕрлĕ мероприя­тире палăраççĕ. Ытти вĕренекенсемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче.

Эвелина МИХАЙЛОВА хатĕрленĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Март 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
24 25 26 27 28 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика