Чăваш патшалăх филармонийĕнче ирттер­нĕ паллă пулăма Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем, тыл ĕçченĕсем, ятарлă çар операцине хутшăннисем, çарпа пат­риот çул-йĕрĕн класĕсенче вăренекенсем, общество деятелĕсем пухăннă. Чă­ваш Рес­публикинче 2025 çула Çĕнтерÿпе патриот­лăх çулталăкĕ тесе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Указ алă пусса çирĕплетнĕ. 1941–1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 80 çул çитнине палăртса тата вăрçă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсен калама çук пысăк паттăрлăхĕпе хастарлăхне тата хăйсене хĕр­хенменлĕхне ĕмĕрлĕхе асра хăварас тĕл­левпе çапла палăртма йышăннă.

«Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсенче Çĕнтерĕве туптанă çынсене – фронтовиксене, тыл ĕçченĕсене, блокадăри Ленинград­ра пурăнакансене, вăрçă ачисене – эпир уйрăмах пысăк тимлĕх уйăратпăр. Кашни ветеран патне çитмелле, вĕсене тимлĕх уйăрмалла. Эпир вĕсенчен кашнин тÿпине пысăка хурса хаклатпăр, вĕсем пире Çĕнтерÿ парнеленĕ. Паянхи кун та Тăван çĕршыва хÿтĕлесе тăшмана хирĕç тăракан çар çыннисене тимлĕх уйăрмалла. Пирĕн ачасене хамăрăн аслă ăру паракан йăла-йĕркесене тата ăс-хакăлпа кăмăл-сипет хаклăхĕсене тĕпе хурса пурăнма вĕрентмелле», – тенĕ республика Пуçлăхĕ Олег Николаев.

Вăл ятарлă çар операцине хутшăнакансене патшалăх наградисем парса чысланă, çар тивĕçне пурнăçланă чухне кăтарт­нă хăюлăхшăн, паттăрлăхшăн тата хăйсене шеллемесĕр ĕçленĕшĕн Руслан Валиев кĕçĕн сержанта, рядовой Алексей Ростовцева медальпе наградăланă. Руслан Валиев СВО участникĕсене пулăшнăшăн рес­публика Пуçлăхне тата мĕнпур çыннине тав тунă. Чăваш Енĕн çар çыннисем яланах тÿсĕмлĕх­пе, паттăрлăхпа уйрăлса тăнине çирĕплетнĕ, республика вĕсемпе тивĕçлипех мухтанма пултарнине каланă. Зал ура çине тăрса ăшшăн алă çупса тыл ĕçченĕсене, вăрçăра паттăрлăхпа палăрнисене, ытти ветерансене саламланă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ ветерансене паттăрлăхĕшĕн тав тунă, «1941–1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтернĕренпе 80 çул» юбилей медалĕсене парса чысланă.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Март 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
24 25 26 27 28 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика