«Иванов В.А.» хресчен-фермер хуçалăхĕнче выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарассипе тĕплĕ хатĕрленнĕ. Вăрмар округĕнчи аталанса пыракан пысăк хуçалăхсенчен пĕринче мăйракаллă шултра выльăха еплерех хĕл каçарассипе Вăрмар муниципаллă округĕн администрациĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ Николай Павлов, округ администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ — ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ Иван Иванов, ветеринари службин ĕçченĕ Татьяна Прокопьева паллашрĕç. Ĕçлĕ калаçу вăхăтĕнче хуçалăх ертÿçи Владимир Иванов çу тăршшĕпех помещенисене хĕле хатĕрлессипе çине тăрса ĕçленине палăртнă. Выльăх апачĕ хатĕрлесси, витесене шуратса дезинфекцилесси çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрнă. Ĕнесене тутлăхлă та паха рационлă апат çитереççĕ. Паянхи кун хуçалăхра мăйракаллă шултра выльăх йышĕ — 596 пуç, çак шутра 263 сăвакан ĕне.
Выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарасси — яваплă тапхăр. «Иванов В.А.» хресчен-фермер хуçалăхĕнче ку тапхăра ăнăçлă ирттерессе шантарсах калама пулать.