VasilМĕн ĕмĕртен пирĕн çĕршыв кирек мĕнле йывăр саманара та хăюлăхпа тата харсăрлăхпа палăракан паттăрĕсемпе мăнаçланать. Паянхи кун та пирĕн салтаксем, ятарлă çар операцине хутшăнаканскерсем, çĕршыв умĕнчи тивĕçĕсене пысăк яваплăхпа тата чун-чĕререн парăнса пурнăçлаççĕ. Вĕсен мухтавлă ĕçĕ Тăван çĕршыва тарăннăн юратнипе, ăна хăрушлăхра яланах хÿтĕлеме хатĕррипе çыхăннă. Чăн-чăн патриотлăх ахаль сăмах кăна мар пулнине вĕсем хăйсене хĕрхенмесĕр кашни кун кăтартаççĕ, хăйсен ырă тĕслĕхĕпе çирĕплетеççĕ.

СВО участникĕсем — паянхи самана паттăрĕсем. Вĕсем Тăван çĕршывăмăршăн чыслăн çапăçаççĕ, паттăрлăх, çирĕплĕх, çарти тăванлăх мĕн иккенне палăртаççĕ. Йывăр вăхăтра вĕсем пĕртăвансем пекех çума-çумăн тăрса пĕр-пĕрне пулăшаççĕ, тĕрев параççĕ. Çитĕнекен ăрусем — пирĕн ачасемпе мăнуксем — мирлĕ тÿпе айĕнче пурăнччăр тесе пурте пĕрле кар тăнă вĕсем. Çак пархатарлă тĕллевшĕн, Тăван çĕршывăмăрăн ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхне сыхласа хăварассишĕн вĕсем хăйсен пурнăçне шеллемеççĕ.

Вăрмар округĕ те пĕтĕм çĕршыв пекех неонацизма хирĕç тăнă. Пирĕн салтак-ентешсем те çĕршывăмăра хÿтĕлев кирлĕ чухне айккинче юлман. Вĕсем СВО зонинче хăйсен задачисене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа Çĕнтерĕве çывхартассишĕн ырми-канми тăрăшаççĕ. Ахальтен мар Вăрмар тăрăхне вĕсене ку е вăл хисеплĕ наградăпа чысланă тесе ырă хыпарсем тăтăшах килеççĕ.

Акă, Тикаш ял тăрăхĕнчи Хĕрлĕ­çыр ялĕнче çуралса ÿснĕ Олег Анд­реевич Васильев /сăн ÿкерчĕк çинче/, çавăн пекех Шăхаль ял çамрăкĕ Яков Юрьевич Анатов та çак кунсенче Раççей Президенчĕн Хушăвĕпе Святой Георгий орденĕн уйрăм паллине — IV степеньлĕ Георгиевски хĕресне тивĕçнĕ. Çак наградăна Тăван çĕршыва тулашри тăшман тапăнсан ăна хирĕç çапăçусенче паттăрлăхпа палăрнăшăн параççĕ.

Çавăн пекех Тикаш ялĕнче çуралса ÿснĕ Федор Юрьевич Иванова нумай пулмасть Суворов медалĕпе наградăланă. Федор Юрьевич кун-çулĕ çинчен «Хĕрлĕ ялав» хаçата вулакансене унччен çырса пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ, вăл мотострелковăй полкра отделени командирĕ пулса службăра тăрать. Суворов медалĕсĕр пуçне Жуков медальне, «Ятарлă çар операцийĕн участникне» медале тивĕçнĕ.

Палăртмалла, Олег Васильев та, Яков Анатов та, Федор Иванов та виççĕшĕ те СВОна мобилизаци йĕр­кипе хутшăнаççĕ. Эпир пирĕн салтаксене чун-чĕререн саламлатпăр! Вĕсен паттăрлăхĕпе тата хăюлăхĕпе мăнаçланатпăр, мухтанатпăр!

Паллах, паттăр ĕçĕсемшĕн тĕрлĕ наградăсене тивĕçнĕ ентешсем татах пур пирĕн. Вĕсем çинчен вулакансене пĕлтерсех тăрăпăр.

Ирина ДАНИЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Март 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
24 25 26 27 28 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика