photo 2025 02 10 10 34 14Кивĕ Вăрмар ялĕнчен çак кунсенче ятарлă çар операцийĕнчи ентешсем патне гуманитари пулăшăвĕпе çитсе килчĕç.

Ялта маскировка сечĕсем çыхакансен коллективĕ хамăрăн салтаксем валли маскировка сечĕсем, ăшă çăм нускисем, ыхра, консервăсем, килте тунă варенисемпе консер­вăланă пахча-çимĕç банкисене парса ячĕç. Çавăн пекех ял халăхĕ пуçтарнă укçа-тенкĕрен чей, яшка пĕçермелли хутăшсем, нÿрĕ салфеткăсем, антифриз, генератор, ун валли ятарлă çу тата ыттине те туянса кайрĕç. Çавăн пекех чи пахи — «Мавик-3Т» çĕнĕ йышши квадрокоптер модельне илсе çитерсе пачĕç салтаксем валли. Унăн хакĕ 563 пин тенкĕ. Квадрокоптера туянса параканĕ — Санкт-Петербургри строительство енĕпе ĕçлекен «ВИДЖО» тулли мар яваплă обществăн пуçлăхĕ Андрей Васильевич Семенюк предприниматель. Кивĕ Вăрмар ялĕнчен ун патĕнче Александр Николаевич Григорьев прораб пулса ĕçлет. Шăпах вĕсем тăрăшнипе çак хаклă япала пирĕн ентешсем патне СВО-на çитрĕ те. Газель тулли япала илсе çитерчĕç ятарлă çар операцийĕ пыракан вырăна. Гуманитари тиевĕпе каякансен йышĕнче Кивĕ Вăрмартан Иван Борисов тата Чулкас ялĕнчен Дмитрий Григорьев пулчĕç. Вĕсем Украинăри Запорожск облаçĕнчи Васильевка хулине, Новомихайловка ялне хамăрăн ентешсем — Кивĕ Вăрмар, Чулкас ялĕсенчен СВО-на хутшăнакансем патне çитсе килчĕç. Кивĕ Вăрмар ялĕнчен мобилизаци йĕркипе 5 салтак хутшăнать çар операцине, вĕсем патне пурин валли те гуманитари пулăшăвĕ илсе çитернĕ волонтерсем. Иван Борисовпа Дмитрий Григорьев салтаксен ячĕпе Кивĕ Вăрмар, Чулкас ялĕсенче пурăнакансене — гуманитари пулăшăвĕ пуçтарса параканĕсене — пурне те чун-чĕререн тав тăваççĕ.

Эвелина МИХАЙЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Март 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
24 25 26 27 28 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика