Канаш епархийĕн Вăрмарти благочиннăй округĕн благочиннăйĕ, Мăнçырмари Тихвински Турамăш турăшĕ ячĕллĕ чиркÿ настоятелĕ Леонид Ермолаев протоиерей çак кунсенче Донецк тата Луганск Республикисенчен таврăннă. Вăл унта ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксемпе тĕл пулнă.
Çапăçусем пыракан территорине священник Раççей салтакĕсене чун тĕлĕшпе çирĕплетес тĕллевпе çула тухнă. Ку ĕçе пурнăçлама ăна Канаш тата Беловолжск епископĕ Стефан пил панă.
Позицисем тăрăх çÿресе Леонид атте салтаксемпе калаçусем ирттернĕ, вĕсене хавхалантарма тăрăшнă, вĕсен ыйтăвĕсене татса пама пулăшнă. Салтаксем çылăхĕсене каçарттарса Турă юнне сыпнă, кĕлĕсене хутшăннă.
Çавăн пекех Леонид атте волонтерсемпе пĕрле чаçсене тата госпитале гуманитари пулăшăвĕ илсе çитернĕ, çав шутра: çăмăл автомашина, квадроцикл, автомашинăсем валли запас пайсем, вырăн çиттисен комплекчĕсем, тумтир. Унсăр пуçне Г.Е. Егоров ячĕллĕ Вăрмарти тата Арапуçĕнчи шкулсенче пуçламăш классенче вĕренекенсем салтаксене валли çăвăнса тасалмалли хатĕрсем коробки-коробкипех парса янă.
Ирина ДАНИЛОВА