Ачасене тĕрлĕ енчен аталантарни вĕсене малашлăха çирĕппĕн утма май парать. Кĕçĕннисене пĕчĕкренех пулас профессине суйлама пулăшнине тата вĕсемпе профориентаци ĕçне пурнăçланине ырламалла анчах. Пĕрисем спортпа туслă, теприсем юрă-ташăра пултарулăха аталантараççĕ. Тĕрлĕ ал ĕçĕ тума хăнăхакансем те нумай. Илемлĕхе хĕрачасем çеç мар, арçын ачасем те юратаççĕ.
Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти вăтам шкулта Вăрмарти ача-пăча пултарулăх çурчĕн «Ăстаçă» /«Умелица»\ пултарулăх мастерскойĕ ĕçлет. Ăна ал ĕçне юратакансем валли йĕркеленĕ. Ку ушкăна А.В.Егорова педагог ертсе пырать, кружока 7-10 çулхи ачасем юратса çÿреççĕ.
Хальхи вăхăтра ал ĕç ăстисем çывхарса килекен уявсене — Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунне, Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне — кĕтсе илме хатĕрленеççĕ. Хĕрачасемпе арçын ачасем ашшĕ-амăшĕсем валли илемлĕ парнесем, открыткăсем ăсталаççĕ. Ачасен ĕçĕсем хăйнеевĕрлĕхпе, тирпейлĕхпе тата илемлĕхпе уйрăлса тăраççĕ. Класра кружоксенче тунă ал ĕçĕсен куравне те йĕркелесе ĕлкĕреççĕ маттурсем.
Анастасия Владимировна кашни ача мĕнпе кăсăкланнине шута илет, вĕсен пултарулăхне тупса палăртма пĕлет. Кашнин кăмăлне, уйрăмлăхне туйса ĕçлет, ашшĕ-амăшĕсемпе те тачă çыхăну тытать. Ĕçĕнче пултаруллă та хастар педагог хăйĕн тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать. Çакна унăн воспитанникĕсен çитĕнĕвĕсем те çирĕплетеççĕ. Вĕсем муниципалитетри тата республика шайĕнчи конкурссенче тăтăшах малти вырăнсене йышăнаççĕ.
Людмила ИВАНОВА, Вăрмарти ача-пăча пултарулăх çурчĕн методисчĕ