● Февралĕн 3-мĕшĕнче ялти вăтам шкул 140 çулхи юбилейне анлăн паллă турĕ. Малтанах хăнасем капăрлатнă шкулпа, ял ăстисен тата шкул ачисен пуян куравĕпе, Çар Мухтавĕн тата краеведени музейĕсемпе паллашрĕç. Вĕсем куракансене тыткăна илчĕç. Кăнтăрла тĕлне илемлетнĕ залра уявăн торжествăлла пайĕ пуçланчĕ. Шкул директорĕ А.Ю.Яковлев шкул историйĕпе, унăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Тухса калакансем те йышлăн пулчĕç: ЧР вĕрентÿ министрĕн çумĕ А.Буданцова, Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ В.Шигильдеев, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Ю.Зоринпа Л.Пронин, Вăрмар район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Ю.Иванов, Вăрмарсен Шупашкарти Ентешлĕхĕн вице-президенчĕ В.Нягин, Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен заместителĕн - вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ В.Павлов, ЧР хĕрарăмсен Союзĕн Вăрмарти уйрăмĕн председателĕ В.Волкова, Чăваш патшалăх университечĕн преподавателĕ, экономика наукисен кандидачĕ В.Иванов, Вăрмарсен Шупашкарти ентешлĕхĕн комитечĕн членĕ М.Федотов, МВД ветеранĕ Ю.Федотов полковник, администрацин культурăпа социаллă аталану тата спорт пайĕн начальникĕ А.Краснов, Энĕшпуçĕнчи территори пайĕн начальникĕ О.Иванов, Чупай ялĕнчи шкул директорĕ Л.Никифорова, отпуска килнĕ ятарлă çар операцине хутшăнакансем Н.Степановпа Д.Никифоров офицерсем, педагогика ĕçĕн ветеранĕ З.Русскова.
Тăван шкула, учительсемпе педагогика ĕçĕн ветеранĕсене Хисеп хучĕсемпе хаклă парнесем парса хавхалантарчĕç. Пысăк концерт пулчĕ.
● Февралĕн 11-мĕшĕнче пирĕн паллă та хисеплĕ ентеш, Вăрмарсен Шупашкарти ентешлĕхĕн вице-президенчĕ, пушар хуралĕн ветеранĕ, икĕ хут «Паттăрлăхшăн» орденĕн кавалерĕ В.Нягин полковник 70 çул тултарчĕ.
● Энĕшпуçĕнчи кирпĕч цехĕн 1966 çулта уçнă культура çуртне февраль уйăхĕнче япăхса кайнă пирки салатрĕç.
● Кăçал мартăн 1-мĕшĕнче СССР спорт мастерĕсене – пĕртăван Геннадий Ивановичпа Юрий Иванович Ивановсене асăнса йĕлтĕрпе чупассипе республика шайĕнчи йăлана кĕнĕ ăмăртăва Вăрмар, Йĕпреç, Çĕрпÿ, Шупашкар, Куславкка, Канаш, Комсомольски, Сĕнтĕрвăрри, Тăвай округĕсенчен тата Çĕнĕ Шупашкар хулинчен 250 ытла спортсмен хутшăнчĕ. Малтанах пухăннисен умĕнче Геннадий Ивановичăн ывăлĕ Дмитрий Иванов, Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Леонид Пронин, Вăрмар округĕн администрацийĕн культурăпа социаллă аталану тата спорт пайĕн начальникĕ Александр Краснов, Вăрмарти спорт шкулĕн директорĕ Сергей Архипов, Вăрмарсен Шупашкарти ентешлĕхĕн вице-президенчĕ Василий Нягин, Чăваш Енри спорт ветеранĕсен Канашĕн председателĕ Василий Шоркин, Чăваш Республикинчи йĕлтĕр ăмăртăвĕсен федерацийĕн председателĕ Сергей Скоросцев, Вăрмарсен Шупашкарти ентешлĕхĕн комитечĕн членĕ Сергей Лушин, Энĕшпуçĕнчи территори пайĕн начальникĕ Олег Иванов саламлă сăмахпа тухса калаçрĕç. Унтан палăртнă йĕркепе килĕшÿллĕн йĕлтĕрçĕсем старта тухрĕç. Çĕнтерÿçĕсене, призерсене Хисеп хучĕсемпе тата медальсемпе, хаклă парнесемпе чысларĕç.
● Мартăн 11-мĕшĕнче ялăн паллă çынни, вĕри чĕреллĕ патриот, пултаруллă организатор, юлашки вăхăтра Энĕшпуçĕнчи вăтам шкулăн директорĕнче ĕçленĕ ăста педагог А.Ю.Яковлев /1971-2024\ пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ. Унăн çутă сăнарĕ яланах пирĕн асăмра, ячĕ ял историне юлĕ.
● Мартăн 22-мĕшĕнче 1961-1963 çулсенче 320 ача вĕренмелĕх тунă кивĕ шкул çуртне салатма пуçланă. Май уйăхĕ вĕçне кирпĕчсемпе вак чулсене тата ытти стройматериалсене илсе тухса пĕтернĕ, бульдозерпа якатса тикĕсленĕ.
● Апрелĕн 27-мĕшĕнче Энĕшпуç ялĕнче 21 хут Раççей тава тивĕçлĕ спорт мастерĕн, икĕ Олимпиадăна хутшăнма тивĕç пулнă, ялти шкулта вĕреннĕ С.В.Захаровăн парнисене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетика енĕпе ăмăрту иртнĕ. Мала тухнисене грамотăсемпе медальсем, асăнмалăх парнесем парса чысларĕç.
● РФ спорт мастерĕ, мас-рестлинг енĕпе кĕрешсе Тĕнче Кубокне çĕнсе илнĕ пирĕн ентеш Алина Алексеева апрелĕн 12-14-мĕшĕсенче Санкт-Петербургра Раççей чемпионатĕнче мас-рестлинг енĕпе тупăшса 1-мĕш, ноябрĕн 30-мĕшĕпе декабрĕн 2-мĕшĕнче Кыргызстанри Бишкек хулинче тĕнче чемпионатĕнче 2-мĕш вырăн йышăнса кĕмĕл медаль илнĕ.
● Ялти шкултан вĕренсе тухнă Н.Сапаркин, П.Прокопьев, Н.Степанов, Д.Никифоров, халĕ ятарлă çар операцине хутшăнакан хăюллă ентешсем, Çар Мухтавĕн музейне çапăçу хирĕнчен бомба, мина осколокĕсене, сирпĕнсе кайнă вăрçă хатĕрĕсен пайĕсене илсе килсе пачĕç.
● Халичченхирен маларах, мартăн 25-мĕшĕнчех, шăнкăрчсем пирĕн яла вĕçсе килчĕç.
● Майăн 10-мĕшĕнче пултаруллă эстрада юрăçин, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн, пирĕн ентешĕн Алина Михайловăн Чăваш наци телевиденипе «Ылтăн мар-ши эс, анне?» пултарулăх каçĕ пулчĕ. Концерта телекуравçăсене икĕ хутчен те кăтартса савăнтарчĕç. Декабрĕн 12-мĕшĕнче эстрада юррисемпе сăввисен авторĕн Алина Михайловăн концерчĕ Çĕрпÿ хулинчи культура керменĕнче иртрĕ.
● Майăн 13-мĕшĕнче Энĕшпуç ялĕнче çуралса, вĕренсе ÿснĕ, Вăрмар район аталанăвĕшĕн тăрăшса тĕрлĕ вырăнсенче вăй хунă Ю.В.Соколов 70 çул тултарчĕ.
/Вĕçĕ пулать/.
Иван КРИКОВ