Мускав облаçĕнчи Шелково хулинче çак кунсенче кикбоксинг енĕпе уçă чемпионат пулса иртнĕ.
Чемпионатра Пысăк Енккасси ялĕнче çуралнă Николайпа Юля Ивановсен хальхи вăхăтра Мускав хулинчи шкулта вĕренекен ывăлĕ Ваня хăйĕн категорийĕнче кĕçĕн çулти ачасем хушшинче пурне те çĕнтерсе чемпион ятне çĕнсе илнĕ. Çамрăк боксер çавăн пекех техника енĕпе чи пултаруллă боксер пулса ятарлă призпа кубок çĕнсе илнĕ. Ваньăн спортри çитĕнĕвпе мĕнпур тăванĕ савăнать, тивĕçлипе мухтанать те. Эпир, пысăкенккассисем, çамрăк спортсмена малашлăхра татах та пысăк çитĕнÿсем тăвасса шанса тăратпăр. Мана, ял кун-çулĕпе, унăн ĕçĕ-хĕлĕпе интересленекене, Ваньăн çитĕнĕвĕ пушшех те савăнтарать.
Николай ГАВРИЛОВ
Пысăк Енккасси ялĕ