Куçса çÿрекен музей хальхи йышши технологисем пулăшнипе тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтне тавăрать. Кашни вакунра çав тапхăрти пулăмсем, паттăрсем, пурнăç. Ку — хăйне евĕр интерактивлă курав. Вакунсенче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине халалланă экспозицисемпе паллашма пулать. Чăваш Ене 3-мĕш хут килекен пуйăс пирĕн тăрăхра февралĕн 13-14-мĕшĕсенче пулчĕ. Музей пуйăс чукун çул вокзалĕнче вырнаçнă. Палăртмалла: курав 12 çултан аслăраххисем валли. Çак ÿсĕмрен кĕçĕнрех ачасен ăна аслисемпе пĕрле çеç кĕрсе курма юрать.
Февралĕн 14-мĕшĕнче Вăрмар тăрăхĕнчен Çĕнтерÿ пуйăсĕнчи экспозицисемпе Пинерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта 7-мĕш класра вĕренекенсем хăйсен класс руководителĕпе, истори вĕрентекенĕпе Марина Эдуардовна Тихоновăпа пĕрле паллашрĕç. Çур сехете яхăн ачасем Аслă Отечественнăй вăрçă çулĕсенчи вăхăтпа паллашрĕç. Çав тери кăсăклă экскурси пулнине палăртаççĕ шкул ачисем.