1739605145889

Паян, февралĕн 15-мĕшĕнче, тăван çĕршыв тулашĕнче служба тивĕçĕсене пурнăçланă Раççей çыннисене асăнмалли тата Совет союзĕн çарĕсене Афганистан территориийĕнчен илсе тухнă кун. Кăçал унтанпа 36 çул çитрĕ. Афган вăрçи совет халăхĕшĕн вунă çула тăсăлнă. Унта Вăрмар районĕнчен 200 ытла çын хутшăннă, вĕсенчен 8-шĕ çапăçу хирĕсенче ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупнă. Çамрăклах пуçĕсене хунă ентешсене асăнса Афган вăрçин ветеранĕсем кашни çулах февралĕн 15-мĕшĕнче хуть те мĕнле çанталăкра та Вăрмар поселокĕнчи интернационалист-салтаксене халалласа лартнă палăк умĕнче, Çĕнтерÿçĕ-салтак палăкĕ умĕнче пуçтарăнаççĕ, патриотизмпа Тăван çĕршыв умĕнчи яваплă тивĕç пирки калаçаççĕ. Афганистанра вилнĕ Вăрмар каччисен кашнин ячĕ палăк çинче, асра, вилĕмсĕр.

Ветерансемпе пĕрле митинга Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ шкулта аслă классенче вĕренекенсем те хутшăнчĕç. Çапăçу хирĕсенче куçĕсене хупнă ентешсене асăнса шăплăх минучĕ ирттерчĕç, йăлана кĕнĕ йĕркепе палăк умне хĕрлĕ гвоздикăсем, симĕс чăрăш лăссисенчен тунă гирлянда хучĕç.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Март 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
24 25 26 27 28 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика