photo 2025 02 18 13 23 33Ятарлă çар операцине хутшăнса пуçне паттăрла хунă ентешĕмĕре — РФ Федерацин хăрушсăрлăх службин аслă лейтенантне Александр Николаевич Николаева асăнса Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта пневматикăллă пăшалтан перессипе муниципалитет шайĕнчи ăмăртусем иртрĕç.

Александр Николаевич Николаев 1999 çулхи декабрĕн 4-мĕшĕнче Кĕтеснер ялĕнче çуралса ÿснĕ. 2015 çулта Кĕтеснер шкулне «5» паллăсемпе пĕтерсе малалла Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти вăтам шкулта пĕлÿ илнĕ. 2017 çулта РФ наци гвардийĕн Пермь хулинчи çар институтне вĕренме кĕнĕ, ăна хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ. 2021 çултанпа Выборг хулинчи мобильлĕ ĕçсен подразделенийĕсенче службăра пулнă, «аслă лейтенант» звание тивĕçнĕ. 2023 çулхи июлĕн 22-мĕшĕнче ăна Брянск облаçĕн чиккисен çумне янă. Августăн 22-мĕшĕнче Раççей территорине вăрттăн кĕме тытăннă тăшмансене хирĕç тăрса паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ. Раççей чиккисене хÿтĕлесе пуçне хунă офицера РФ Президенчĕн В.Путинăн Хушăвĕпе килĕшÿллĕн Паттăрлăх орденĕпе наградăланă.

Мероприятие Вăрмар округĕнчи шкулсем активлă хутшăнчĕç. Вăрмар шкулĕ хăнасене тараватлăн йышăнчĕ. Ăмăртусене торжествăлла лару-тăрура уçрĕç, шкулта вĕренекенсем пухăннисене хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç.

Ăмăртусенче çивĕч тупăшура 1-мĕш вырăна Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти вăтам шкул команди йышăнчĕ. Уйрăм зачетра яшсем хушшинче Г.Е.Его­ров ячĕллĕ Вăрмарти вăтам шкулта 11Б класра вĕренекен Иван Егоров çĕнтерчĕ, вăл 27 очко пуçтарнă. 2-мĕш вырăна Кивĕ Вăрмарти вăтам шкулта вĕренекен Евгений Максимов тивĕçрĕ. Г.Е.Его­ров ячĕллĕ Вăрмарти вăтам шкулта 10Г класра вĕренекен Кирилл Никитин 3-мĕш вырăна тухрĕ.

Хĕрсем хушшинче 1-мĕш тата 2-мĕш вырăнсене Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти вăтам шкулта 11В клас­ра вĕренекен Анастасия Иванова тата Софья Никитина çĕнсе илчĕç, вĕсем 25 тата 24 очко пуçтарнă. 3-мĕш вырăна Кивĕ Вăрмарти вăтам шкулта вĕренекен Елена Прыткова йышăнчĕ.

Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти вăтам шкулта 11А класра вĕренекенсем

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Последние комментарии

Яндекс.Метрика