2021 çул пуçламăшĕнче эпĕ çырнă «Ырă çеç тăвасчĕ» ятлă кĕнеке пичетленсе тухрĕ. Тĕллевĕ унта – ырă тунăшăн халăхра хисеплĕ çынсене кăтартасси. Атте-аннерен пуçласа çыра-çыра аякках çитрĕм. Чăнах та, ырлăх енĕпе вăйлă çынсем нумай пирĕн. Чăнласа хакламалли вăй пире ĕмĕр тăршшĕпех ăшă парса тăрать, чунсене пĕр-пĕрин патне туртса çывăхлатса пырать, паллах, унăн шайĕ те, хакĕ те ÿсет кăна! Туртăм вăйĕ пĕтменнипе уйрăлу та, манăçу та пулмĕ. «Никама та манман, нимĕн те манăçман» тенине тахçантанпах пĕлетпĕр эпир. Çапла çырса пырса калас сăмахăм патне çитрĕм тес пуль. Палăксем пирки калаçас килет. Вĕсен шучĕ питĕ ÿссе пырать халь. Тем тĕрли те пур, ирĕклĕ мар вырăнта ларакансем те пур тата. Тавралăха хăй енĕпе илем те кĕртеççĕ-çке. Сăмаха çак йĕрпе малалла тăсса кайсан - таçта та çитме пулĕ. Ман тĕп шухăш кунта – Аслă Отечественнăй вăрçăра çапăçнă салтаксене халалласа лартнă палăксем пирки. Хăй вăхăтĕнче халăх йышлă пурăнакан вырăнсенче çеç мар, кашни ялтах лартма тăрăшнă вĕсене. Вăрçă ветеранĕсем пурăннă чух çав палăксем умĕнче Çĕнтерÿ уявне çÿллĕ шайра йĕркелесе ирттеретчĕç.

Япăххи пирки калаçас килменнипе, сăмаха ырри çинех куçарас, вăл пурне те кирлĕ, ырлăхра çеç пурнăç савăнăçлă. Илем те ырăпа туслă. Пирĕн çын ĕç хатĕрне те илемлетме тăрăшнă. Ушкăнпа тунă ĕçре çынсем хăйсене уяври пекех туйнă. Нимесем – мĕн тери ырă тĕслĕх кунта! Ял халăхĕ валли пысăк палăк лартнă чухне – кăшт урăхларах… Кашни çын, ăна шанса панă ĕç вырăнĕнче хăйне хуçа пек туймалла. Вăл çеç тумалли япала теприн аллине лексен - шухăшланă пек пулаймĕ. Палăк та лартмалли вырăна вырнаçтарнă хыççăн пĕрре те улшăнмалла мар. Çапла пулсан çеç чăн-чăн палăк теме юрать ăна. Анчах та урамра ларакан ялти палăксен ĕмĕрĕ кĕскерех çав! Гранит е мрамор касса тунисем темиçе çын ĕмĕрне те тÿсеççĕ, ăна валли укçа-тенкĕ çитменни чарать çав. Палăка куçпа çеç курни питĕ сахал – чун валли туса лартмалла ăна! Çакна ăнланмасăр хатĕрлесе вырнаçтарнă палăксен ытларах никĕсĕ ванма пуçлать. Пĕри – саплама, тепри – тÿрлетме тăрăшать. Хăюллах калатăп, Вăрмар районĕнчи Арапуç ăстисем тĕрĕс турĕç. Палăк пĕр кăлтăксăр пултăр тесе, кирпĕчпе усă курса тунă пайсене кăшт урăхлатса пĕтĕмпех çĕнĕрен турĕç. Скульптор туса панă малтанхи салтак та халь мăнаçлăрах курăнать. Палăк умĕнчи тавралăха кирлĕ пек урăхлатнипе çак вырăн ансамбль пулса тăчĕ!

Ушкăнпа тăвакан ĕçре пурте ăстасем пулсан та, пĕр алăпа тунă пек пултăр тесен, пĕрин пурпĕрех ытларах вăй хумалла, вăлах çак ушкăна ертсе пырать. Çакă çын – Петров Станислав Петрович. Чылай çул каялла ирттернĕ пухура ял халăхĕ ăна староста пулма суйласа тĕрĕс турĕ. Тăрăшуллăскер, ял сăнне илемлетес енĕпе нумай ĕç турĕ, чи малтан – çăлкуçсен тавралăхне улăштарчĕ. Хăйне евĕрлĕ палăксем пекех курăнаççĕ вĕсем халь. Иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсен пуçламăшĕн­че унăн аслашшĕ пĕр вăхăт ял пуçлăхĕ пулнă. Ялшăн тăрăшни ун йĕрĕпех килет пуль. Тĕрлĕ ĕçре пулăшакансем пирки те аякка каймалла мар, иккĕмĕшпе виççĕмĕш сыпăкри шăллĕсем яланах çумра, юлташĕсем те шанчăк­лисем. Çакна каласа хăварни те кирлех кунта. Станиславăн ашшĕ, Петров Петр Петрович, икĕ вăрçă витĕр тухнă. «За боевые заслуги» медаль илме тивĕçлĕ пулнă. Унăн пиччĕшĕ, Георгий, Финн вăрçине те хутшăнма ĕлкĕрнĕ.

Пурăнакансен шучĕ чаксах пынипе ялсем пĕтеççĕ тенипе килĕшес килмест ман. Пĕтес вырăнне çĕнелсех пынине çак палăк лайăх кăтартать. Арапуç ялĕн, иртнĕ ĕмĕрсенче вулăс цент­рĕ пулнăскерĕн, малалла та типтерлĕ пурăнма кирлĕ чухлĕ вăй пулмаллах темелле.

Палăксем çине, вăхăтлăха мар, яланлăхах çăлтăрсем лартса тĕрĕс тăваççĕ. Аслă Отечественнăй вăрçăра Тăван çĕршывшăн çапăçнисене пурне те çăлтăр теме юрать халь. Чĕрĕ пекех вĕсем тата! Хăш-пĕр çынсем палăк умне пырса тăрса калаçаççĕ те вĕсемпе. Çĕнтерÿ пирĕн енче пултăр тесе ют çĕр çинче выртса юлнисем те çак палăк­рах. Пурте чăвашсем кунта, çавăнпах ман сăмах тăван чĕлхепе пулчĕ. Хисеп­лес пулать пĕр-пĕрне!!!

Юрий ПЕТРОВ, Чăваш наци ăслăлăхпа искусство академийĕн действительнăй членĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Последние комментарии

Яндекс.Метрика