РФ Президенчĕ Владимир Путин хушнипе 2025 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен çĕршывра «Апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕн технологи тивĕçтерĕвĕ» наци проекчĕ хута кайнă. ЧР Ял хуçалăх министерстви çĕнĕ наци проектне пурнăçлас ĕçе активлă пуçăннă.
«Апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕн технологи тивĕçтерĕвĕ» наци проектне пилĕк федераллă проект кĕнĕ: «Селекципе генетикăра ăслăлăх ĕçĕ-хĕлне аталантарма условисем туса парасси», «Ветеринари препарачĕсем», «Ял хуçалăхĕ, апат-çимĕç тата тирпейлекен промышленноç техникăпа технологи енчен никама та пăхăнманни», «АПКна — кадрсем», «Пысăк пĕлтерĕшлĕ ферментлă препаратсен, апат-çимĕç хутăшĕсен, технологиллĕ хушма хатĕрсен производстви». Чăваш Республики асăннă проектсенчен малтанхи тăваттăшне хутшăнать.
«Нацпроект программисен тĕллевĕсем 2025-2030 çулсем валли хатĕрленĕ «АгроАталану» стратегинчипе тÿр килеççĕ. Ку вăл — 2030 çул тĕлне агропромышленноçра продукципе чĕртавар туса илессин калăпăшне чĕрĕкрен кая мар ÿстересси, çавăн пекех ял хуçалăх таварĕсен экспортне 1,5 хут ÿстересси», — тет ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов.
Пĕтĕмĕшле «Апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕн технологи тивĕçтерĕвĕ» наци проекчĕ пулăшнипе Раççейре 2030 çул тĕлне хамăр патăмăрта туса илнĕ вăрлăхсене 62,5 процентран 75 процент таран, кайăк-кĕшĕк ĕрчетес ĕçре ăратлă продукципе хамăра хамăр тивĕçтерессине 0,4 процентран 10 процент таран, сĕт паракан ăратлă мăйракаллă шултра выльăха 65 процентран 72 процент таран ÿстерме планланă.
Çавăн пекех выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес отрасле хамăр çĕршывра туса кăларнă ветеринари препарачĕсемпе тивĕçтерессине 50 процентран 70 процента çитересшĕн. Унсăр пуçне, планпа килĕшÿллĕн, 27 единица çĕнĕ техникăпа оборудовани туса кăларма тытăнасшăн, АПК предприятийĕсене кадрсемпе тивĕçтерессине 90 процентран 95 процента çитересшĕн, АПК предриятийĕсенче ĕçлекен 35 çула çитеймен çамрăксен пайне 9 процентран 15 процент таран ÿстересшĕн.
Ирина ДАНИЛОВА хатĕрленĕ