Kovali1Пирĕн тăван Раççей паянхи кун çăмăл мар вăхăтсене тÿссе ирттерет, çĕршыв пурнăçĕнчи çакăн пек условисенче граждансен активлăхĕ, волонтерсен тăрăшулăхĕ уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Акă Кавал ялĕнчи Галина Борисовнăпа Вениамин Самуилович Смирновсен çемйи шăпах ырă тĕслĕх кăтартакансен шутĕнче, шăпах вĕсем пирĕн районта маскировка сечĕсем çыхас ĕçре пуçарулăх кăтартакансем пулнă.

Kovali22023 çулхи ноябрь уйăхĕнчен, пĕрремĕш маскировка сечĕ çыхса хатĕрленĕ хыççăн, ĕçе пысăк энтузиазмпа, туслăн пуçăнчĕç. Кавалти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул директорĕ Александр Веселовский хавхалантарса пулăшнипе ялти хĕрарăмсен коллективĕ ĕçе меллĕ вырăнта йĕркелесе ячĕ. Унтанпа, 2023-2024 çулсенче, Кавал ялĕн ĕçчен хĕрарăмĕсем 52 сетка çыхнă. 2025 çул пуçланнăранпа вара 27 сетка хатĕрлеме ĕлкĕрнĕ, вĕсенчен 10-не Чулкасри волонтерсем урлă парса янă, теприсене — ытти активистсем урлă. Хальхи вăхăтра пĕтĕмпе те 5 сетка кăна юлнă. Çакăн чухлĕ сетка çыхса хатĕр­лени ял хĕрарăмĕсем ĕçчен те маттур пулнине, тăван çĕршыва чунтан парăнни çинчен калать. Вĕсен йышĕнче — Галина Смирнова, Елена Исаева, Лина Артюкова, Валентина Алексе­ева, Луиза Иванова, Нина Николаева, Галя Грачева, Алевтина Артюкова, Римма Адюкова, Надеж­да Садюкова, Александра Гусарова, Елена Грачева, Алевтина Стекольщикова. Пурте туслăн пĕр коллектива пухăнса пысăк ĕç пурнăçлаççĕ. Хальхи вăхăтра тăрăшуллă хĕрарăмсем ялти Культура çуртĕнче ĕçе малалла тăсаççĕ, пирĕн фронт­ри хÿтĕлевçĕсене пулăшаççĕ. Вĕсен ĕçченлĕхĕпе тăрăшулăхĕ ыттисене те хавхалантарать, йывăр вăхăтра пĕрле пулмаллине кăтартать.

Çавăн пекех Вăрмарти Сергей Козлов волонтер урлă Смирновсен çемйи, ялти ытти активистсем фронта салтаксем валли милĕксем те парса яраççĕ. Тылран кÿрекен пулăшу салтаксене вăй-хал парса çирĕплетет, хавхалантарать.

Çапла Кавал ялĕнчи маттур хĕрарăмсем паянхи саманара тыл паттăрĕсем пекех пирĕншĕн.

Владимир ТУРТУШОВ

Кавал ялĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Последние комментарии

Яндекс.Метрика