ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ЧР Патшалăх Канашне янă кăçалхи Çырăвĕнче палăртнă тăрăх, хăмла ÿстерес ĕçре импорта 46 процент чухлĕ улăштарассине тивĕçтерме палăртнă. 2030 çул тĕлне хăмла лартса хăвармалли лаптăка 2000 гектар таран ÿстерессине пăхса хăварнă. «Чăваш Ен социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн уйрăм программинче кăна хăмла туса илессине хавхалантарма 1 миллиард та 800 миллион тенкĕ уйăратпăр. Укçа-тенкĕ патшалăх пулăшăвĕн çĕнĕ мелĕсене тивĕçтерме — наукăна уйăракан субсидисем валли тата хăмла продукцине туса илмелли хупă производство шайĕнче туллин хатĕрлесе çитернĕ хăмла пахчисем тума каять. Отрасле пулăшу памалли вăйра тăракан хальхи мелсене пула хăмла ĕрчетес ĕç валли уйăракан укçа-тенкĕ асăннă суммăран темиçе хут та ытларах пуласса шанатăп», — тенĕ Олег Алексеевич.