1901 çулхи февралĕн 17-мĕшĕнче паллă вырăс ача-пăча çыравçи Агния Львовна Барто çуралнă. Çавна май Вăрмар поселокĕнчи 3-мĕш номерлĕ «Зоренька» ача-пăча садĕнчи кĕçĕн ÿсĕмри ачасен «Колобок» ушкăнне çÿрекен воспитанниксемпе А.Л. Барто поэтессăн произведенийĕсем тăрăх курав хатĕрлерĕмĕр тата калаçу ирттертĕмĕр. Ачасем поэтессăн «Теттесем» кĕнекинчи сăввисене выляса каласа пачĕç. Кĕçĕн çулхи ачасене литературăпа паллаштарасси çав тери пĕлтерĕшлĕ ĕç. Çакăн пек мероприятисем ачасене кĕнекепе малалла кăсăкланма, вуласа пĕлĕвне ÿстерме хăнăхтараççĕ. Çемьере ачапа пĕрле кашни кунах илемлĕ хайлавсене вуламалла, кĕнекери ÿкерчĕксене сăнамалла. Ачана кĕнеке мĕн ятли, ăна кам çырни, илемлетни çинчен каласа памалла.

Ирина МУЛАТОВА, Галина ЗОБОВА, воспитательсем

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Праздники

сегодня

Последние комментарии

Яндекс.Метрика