Пысăк Енккассинчи культура çуртĕнче Раççейре Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин, Чăваш Республикинче Çĕнтерÿпе патриотлăх çулталăкĕсене уçнă ятпа художествăлла пултарулăх ушкăнĕн концерчĕ иртрĕ. Концерта Пĕтĕм тĕнчери «Эпир Раççейпе пĕрле», республикăри тĕрлĕ конкурссен лауреачĕ «Еник» халăх фольклор ушкăнĕ «Вăрçа ăсатни» литературăпа музыка композици­йĕпе уçрĕ. Яланхиллех концерт тĕрлĕ жанр юррисемпе пуяннипе палăрчĕ. «Еник» концерта хутшăнса, хă­йĕн репертуарĕнче тĕрлĕ çулсенче ушкăн ертÿçи пулнă Алевтина Яковлева Кивĕ Мăнтăр, Хуруй, Эçпепе ялĕсенче çырса илнĕ несĕлĕмĕрсен авалхи манăçма пуçланă юррисем куракан, итлекен кăмăлне кайрĕç. Нумаях пулмасть йĕркеленнĕ арçын ачасен «Патвар» ушкăнĕ Аслă Çĕнтерĕвĕн 80 çулне халалласа патриотла юрланă юрăсене те курма килнисем хыттăн алă çупса пахаларĕç. Кирилл Григорьевпа Андрей Миронов пултаруллă çамрăк юрăçсем Тăван çĕршывпа унăн никам çĕнтерейми çарĕ çинчен юрланине епле курса итлесе мăнаçланмăн-ха? 2023, 2024 çулсенче республикăри «Пурте туслă çемьерен» фестиваль-конкурсăн лауреа­чĕ Григорьевсен «Хурăнташ» çемье ушкăнĕ юрлани те пысăк чыса тивĕç. Чылай çул Ирина Григорьева, Мария Васильева, Галина Прохорова юрланă эстрада юррисем çамрăксене кăна мар, çулланнисен чун-кăмăлне те уçса савăнăç кÿреççĕ. Эстрада юррисене те, ытти юрăсене те Александр Александров синтезаторпа выляса чĕрĕ кĕвĕ парнелерĕ. Карăкçырми хĕрĕсен юррисем те куракан чун-чĕринче тарăн йĕр хăварчĕç. «Несокрушимая и легендарная» юрăпа мăнаçлă вĕçлерĕ хăйĕн концерт­не культура çурчĕн хорĕ. Концерта Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Надежда Никонорова питех те ăнăçлă та вырнаçуллă ертсе пычĕ. Юрăсен янăравлăхне тĕрĕс, пĕр тикĕс кирлĕ шайра тытса тăма культура çурчĕн «Шанчăк» инструментсен ушкăнĕн­че выляса ÿснĕ Александр Александров купăсçă концертăн илемлĕх ертÿçине Николай Гаврилова пысăк пулăшу парса пычĕ. Культура çуртне пуçтарăннисем концерта вырăнти артистсем тĕплĕн, çÿллĕ те пысăк профессионаллă шайра ирттернине палăртрĕç.

А.ГРИГОРЬЕВ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Последние комментарии

Яндекс.Метрика