photo 2025 02 24 20 11 29Çак кунсенче Красноармейски тата Çĕрпÿ округĕсенче Чăваш Республикинчи ялсенчи XI спорт вăййисем иртнĕ.

Ăмăртусен программи анлă пулнă. Икĕ куна тăсăлнă мероприятинче йĕлтĕрпе чупассипе, полиатлон енĕпе, шахматла, шашкăлла выляссипе, доярсемпе механизаторсен ăмăртăвĕсенче медальсен комплектне выляттарнă. Спортсменсем уйрăмшарăн та, командăсемпе те тупăшнă.

Шашкăлла выляссипе иртнĕ ăмăртусем питĕ савăнтараççĕ. Вăрмар муниципаллă округĕн команди унта 1-мĕш вырăна тухнă. Командăра — Владимир Евгеньев тата Марина Петрова. Вăрмарсем шашкăлла ăста выляма пĕлнине тата яланах çĕнтерÿ патне ăнтăлнине çирĕплетнĕ вĕсем.

Механизаторсем хушшинче МТЗ-82 тракторпа чупассипе иртнĕ ăмăртусенче Евгений Петров пултарулăхпа палăрнă, 3-мĕш вырăна йышăннă.

Пьедесталтан пĕр утăмра пирĕн йĕлтĕрçĕсен команди чарăнса тăнă. Командăра — Светлана Егорова, Максим Николаев тата Станислав Иванов. Доярсен команди те лайăх результатсем кăтартнă. Командăра — Виталий Федоров тата Валерий Федоров.

Физкультура тата спорт — патшалăх политикин тĕп енĕсем хушшинче. Ялсенчи спорт вăййисем евĕр мероприятисем муниципалитетра тата регионта пурăнакансем хушшинче сывă пурнăç йĕркине сарма пулăшаççĕ. Вăрмар муниципаллă округĕн команди çак ăмăртусенче лайăх кăтартусемпе палăрчĕ.

Александр КРАСНОВ, Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн культура, социаллă аталану тата спорт пайĕн начальникĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Праздники

сегодня

Последние комментарии

Яндекс.Метрика