Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Тикаш ялĕнче пурăнакан Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранне Георгий Павлович Павлова Аслă Çĕнтерĕве 80 çул çитнĕ ятпа медальпе чысланă.
Георгий Павлович Павлов 1927 çулта çуралнă. Совет çарне 1944 çулхи ноябрь уйăхĕн 15-мĕшĕнче кайнă, 1951 çулхи апрель уйăхĕн 28-мĕшĕччен сывлăшпа десант бригадинче службăра тăнă. Иваново облаçĕнче, Киргизири Фрунзе, Казахстанри Алма-Ата хулисенче службăра пулнă. 28 хутчен парашютпа сикнĕ, патшалăх наградисемпе грамотисене тивĕçнĕ.
Тăван тăрăха таврăнсан Вăрмарти хатĕрлев кантурĕнче инструкторта, Вăрмар поселокĕнчи потребительсен обществин председателĕн заместителĕнче, Тикашри шкулта хуçалăх заведующийĕнче, «Тегешевский» хуçалăхра профсоюз комитечĕн председателĕнче ĕçленĕ.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев ветерана çарти паттăр ĕçсемшĕн, килес ăрусем мирлĕ тÿпе айĕнче пурăнччăр тесе тăшмана хирĕç тăрса хăюлăх кăтартнăшăн чун-чĕререн тав тунă.
Аса илтеретпĕр: вăрçă ветеранĕсен тата тыл ĕçченĕсен паттăрлăхне ĕмĕрлĕхе астăвăмра хăварас тĕллевпе 2025 çула Чăваш Енре Çĕнтерÿпе патриотлăх çулталăкĕ тесе йышăннă.