Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Пысăк Енккассинчи вăтам шкулта 11 класра вĕренекен Никон Мартыновăн пултарулăхне пысăк хак панă.
Вăрмар округĕнче Чăваш Республикин Правительствин кунне ирттернĕ май Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Вăрмарти Культура çуртĕнче йĕркеленĕ куравпа паллашнă. Пысăк Енккасси шкулĕнче вĕренекен Никон Мартынов квадрокоптерпа мĕнле усă курма пĕлнине кăтартнă.
Никон чылайранпа робототехникăпа кăсăкланать. Информатика вĕрентекенĕ Аврора Петровна Григорьева вĕрентсе пынипе пысăк çитĕнÿсем тăвать. Робототехника тата пилотсăр вĕçекен аппаратсемпе усă курас енĕпе иртекен республика шайĕнчи конкурса çулсерен хутшăнать. 2023 çулта 1-мĕш, 2024 çулта 2-мĕш вырăнсене йышăннă.
Вĕренÿре те лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать Никон. Кăçал вăл ЧР Пуçлăхĕн уйăрмах пултаруллă çамрăксемпе студентсене паракан стипендине илме тивĕçнĕ. Çакна çирĕплетекен свидетельствăна Олег Николаев ăна алăран панă.