IMG 6807

Мартăн 19-мĕшĕнче иртнĕ Пĕрлехи информаци кунĕн темисем:

5 çулхи тапхăр вăхăтĕнче çул-йĕр сечĕсен аталанăвĕ тата обществăлла территорисен хăтлăхĕ; çĕр законодательствине çĕр надзорĕ тĕлĕшĕнчен 2025 çулхи мартăн 1-мĕшĕнчен вăя кĕнĕ улшăнусем çинчен; кăçалхи çурхи ейÿ вăхăтĕнче Чăваш Республикинчи шыв объекчĕсенче çынсен хăрушсăрлăхне тивĕçтересси. Çак кун информушкăнсем Кивĕ Вăрмар, Тикаш, Чулкас ял тăрăхĕсенче пулчĕç.

Кивĕ Вăрмар ялĕнче информкун темисемпе Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ — организаципе контроль тата кадрсен ĕçĕн пайĕн начальникĕ Николай Павлов, Вăрмарти газ участокĕн участок мастерĕ Сергей Никифоров, Сергей Федотов депутат пулчĕç. Ялти территори пайĕн начальникĕпе Вячеслав Васильевпа пĕрле Кивĕ Вăрмарти шкулта пĕрремĕш сменăра маскировка сечĕсем çыхакан хĕрарăмсемпе, шкул коллективĕпе тĕл пулса калаçрĕç, культура çурчĕн строительствипе паллашрĕç.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Март 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
24 25 26 27 28 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Последние комментарии

Яндекс.Метрика