Мартăн 19-мĕшĕнче Раççейре Моряк-подводник кунне паллă тăваççĕ. Раççейĕн шыв айĕнчи флотне туса хунăранпа кăçал 119 çул çитрĕ. Çавна май Вăрмар округĕнчи моряк-подводниксем Вăрмар поселокĕнчи моряк-салтаксемпе тинĕс пехотинецĕсене халалланă палăк умне пухăнчĕç.
Энĕшпуç ялĕнче пурăнакан Иван Николаевич Никифоров салтак тивĕçне 1974-1977 çулсенче пурнăçланă. Вăрмар поселокĕнче пурăнакан Юрий Сергеевич Николаев тата Энĕшпуç ялĕнче пурăнакан Николай Павлович Алексеев — 1982-1985 çулсенче.
Вĕсем, службăра 3 çул пулнăскерсем, шыв айне 600 метр тарăнăшне анса курнине, шыв айĕнче 3 уйăх таран пурăннине аса илчĕç, пĕр-пĕрне уяв ячĕпе саламларĕç.
Салтакран таврăннă хыççăн Юрий Николаев районти шалти ĕçсен пайĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă, Иван Никифоров нумай çул Северодвинск хулинче ĕçлесе пурăннă, Николай Алексеев пушар хуралĕнче, чугун çул çинче вăй хунă.
«Çулсем иртеççĕ, анчах шыв айĕнчи флотра службăра пулнă çулсем асран тухмаççĕ», — теççĕ ветерансем.