Олег НИКОЛАЕВ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ:

qr42450259«Хĕллехи тапхăр хыççăн республика çулĕсене йĕркене кĕртмелле. Юсав ĕçĕсен пахалăхĕ тата вăхăтлăхĕ тĕлĕшпе тимлĕх пысăк. Асфальтпа бетон завочĕсене хута янă, вĕсем ĕçсене стандартсемпе килĕшÿллĕн тивĕçтерме хатĕр. Ĕçсене васкавлăн пурнăçламашкăн подряд организацийĕсене ĕç кунне тăсма сĕнетĕп. Çĕнĕ «Пурнăç инфратытăмĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн кăçал çулсен 70 километрне, 3 кĕпере нормативсемпе килĕшÿллĕн туса юсама-çĕнетме палăртнă. Вырăнти сетьпе те ĕçлетпĕр — 2030 çулччен çулсен 300 ытла километрне лайăхлатăпăр».

2024 çулхи ноябрь уйăхĕнче Раççей Правительствин вице-премьерĕ Марат Хуснуллин «Хăрушлăхсăр паха çулсем» наци проекчĕн объекчĕсене пысăк кăтартусемпе пахалăхлă пурнăçланăшăн ЧР Пуçлăхне Олег Николаева Дипломпа чысланă. «Хăрушлăхсăр паха çулсем» наци проектне пурнăçлама тытăннăранпа, 2019 çултанпа, Чăваш Енре 630 километр ытла çул-йĕр юсанă, 87 километр тăршшĕ тулти çутă вырнаçтарнă, 1,9 пин метр ытла 23 кĕпер сооруженийĕсене юсанă.

2025 çултан «Хăрушлăхсăр паха çулсем» наци проектне малалла тăсаканĕ — «Пурнăç инфратытăмĕ» проект. Ун шайĕнче автомобиль çулĕсене модернизацилессипе тата вĕсене анлăлатассипе пысăк ĕçсем малалла тăсăлĕç. Çĕнĕ наци проекчĕн тĕллевĕсенчен пĕри — хăтлă тата хăрушлăхсăр хутлăх йĕркелесси. Çапла 2030 çул тĕлне нормативпа килĕшсе тăракан федераллă çулсем 85 процент, регион тата муниципалитетсем хушшинчи çулсем 60 процентран кая мар пулĕç.

Эвелина МИХАЙЛОВА хатĕрленĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Март 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
24 25 26 27 28 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники

сегодня

Последние комментарии

Яндекс.Метрика