InformМартăн 19-мĕшĕнче иртнĕ Пĕрлехи информаци кунĕн темисем: 5 çулхи тапхăр вăхăтĕнче çул-йĕр сечĕсен аталанăвĕ тата общест­вăлла территорисен хăтлăхĕ; çĕр законодательствине çĕр надзорĕ тĕлĕшĕнчен 2025 çулхи мартăн 1-мĕшĕнчен вăя кĕнĕ улшăнусем çинчен; кăçалхи çурхи ейÿ вăхăтĕнче Чăваш Республикинчи шыв объекчĕсенче çынсен хăрушсăрлăхне тивĕçтересси. Çак кун информушкăнсем Кивĕ Вăрмар, Тикаш, Чулкас ял тăрăхĕсенче пулчĕç.

Тикаш ял тăрăхĕнчи халăхпа Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев, ЧР строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ Владимир Максимов тата ыттисем те тĕл пулчĕç.

Кивĕ Вăрмар ялĕнче ин­форм­кун темисемпе Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ – организаципе конт­роль тата кадрсен ĕçĕн па­йĕн начальникĕ Николай Павлов, Вăрмарти газ участокĕн участок мастерĕ Сергей Никифоров, Сергей Федотов депутат пулчĕç. Ялти территори пайĕн начальникĕпе Вячеслав Васильевпа пĕрле Кивĕ Вăрмарти шкулта пĕрремĕш сменăра маскировка сечĕсем çыхакан хĕрарăмсемпе, шкул коллективĕпе тĕл пулса калаçрĕç, культура çурчĕн строительствипе паллашрĕç. Сетка çыхакансем шăпах 210-мĕшне çыхатчĕç, хатĕррисене салтаксем валли парса яма хутаçсене майлаштарса хунă. Николай Павлов вĕсене тылпа фронт хушшинчи çыхăнăва тытса тăма пулăшнăшăн, пархатарлă ĕçе пур кăмăлтан кÿлĕннĕшĕн тав турĕ, округра гуманитари пулăшăвне йĕркеленĕ лару-тăру çинчен каласа пачĕ. Тĕп калаçу учительсен кабинетĕнче иртрĕ. Николай Павлов çĕр законодательствине кăçалхи март уйăхĕнчен кĕнĕ улшăнусемпе паллаштарчĕ. Шкул директорĕ Сергей Антонов шкул пурнăçĕпе çыхăннă ыйтусене çĕклерĕ. Шкула çуллахи кану лагерĕ ĕçленĕ вăхăтра ĕçмелли таса шывпа тивĕçтерсе тăракансемпе килĕшÿ тумалла, шкулта калăпăшлă тĕп юсав ĕçĕсем ирттермелле. Тĕп юсав ирттерме смета докуменчĕсем хатĕр, ĕç-пуçа малалла аталантармалла. Газ учас­токĕн участок мастерĕ Сергей Никифоров счетчиксене вăхăтра улăштарса е тĕрĕслеттерсе тăмалли пирки асăрхаттарчĕ, шкул ачисене газ службин, васкавлă пулăшу, пушар машини чĕнсе илмелли телефон номерĕсене аса илтерсех тăмаллине те каларĕ. Çавăн пекех кăçал çулла графикпе килĕшÿллĕн Кивĕ Вăрмарти темиçе урамри газ трубисене сăрласси пирки те каласа хăварчĕ вăл. Территори пайĕн начальникĕ Вячеслав Васильев çĕр саккунĕпе çыхăннă çĕнĕлĕх­сене, ялта шыв-шура ирттерсе ямалли тапхăра хатĕр пулнине каларĕ. Кивĕ Вăрмар ял активисчĕ Василий Григорьев ялти, округри çул-йĕрпе çыхăннă ыйтусем хатĕрленĕ. Çак ыйтусене яваплă çынсем патне çитерсе татса пама шантарчĕç.

Кивĕ Вăрмарта çĕнĕ культура çурчĕ хăпартаççĕ, ял илемĕ кунран-кун çÿлелле хăпарсах пырать. Шыв­па, электричествăпа çыхăнтарнă объекта, строительство ĕçĕсене яваплă подрядлă организаци пурнăçлать. Кашни кунах ĕç шавĕ тăрать кунта.

Эвелина МИХАЙЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Март 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
24 25 26 27 28 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники

сегодня

Последние комментарии

Яндекс.Метрика