Вăрмар округĕнче иртнĕ Чăваш Республикин Правительствин кунĕнче вăрмарсем Чăваш Республикин Пуçлăхне Олег Николаева хăйсене канăçсăрлантаракан ыйтусене панă.

Нумай ача амăшĕ Ирина Юрьевна Никонорова ăна Вăрмар поселокĕнчи 1 номерлĕ «Березка» ача сачĕ хупăнма пултарать текен хыпар пăшăрхантарнине пĕлтернĕ.

Кун пирки Олег Алексеевич çапла хурав панă: «Ашшĕ-амăшĕсен, уйрăмах темиçе ачаллисен, хумханăвне ăнланатăп. Ача садне 85 ача çÿрет, вăл меллĕ вырăнта вырнаçни çемьесемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çак кунсенче ашшĕ-амăшĕсем ман пата коллективлă çырупа тухрĕç. Лару-тăрăва тĕплĕ тишкертĕм, палăртсах калатăп: пирĕн ачасен интересĕсем яланах малти вырăнта. Çавăнпа ашшĕ-амăшĕсене лăплантарас килет. Ачасем хăйсем хăнăхнă тата юратакан ача садне малалла та çÿрĕç».

Ирина ДАНИЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Февраль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика