Вăрмарти Культура çуртĕнчи акт залĕнче «Единая Россия» политика партийĕн активĕпе тата пирвайхи уйрăмĕсен секретарĕсемпе, Вăрмар округĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсемпе канашлу иртнĕ.
Канашлăва «Единая Россия» партин Чăваш Енри уйрăмĕн Секретарĕн заместителĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ Виктор Горбунов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Леонид Пронин, Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ — организаципе контроль тата кадрсен ĕçĕн пайĕн начальникĕ, политика партийĕн Вăрмарти уйрăмĕн Секретарĕ Николай Павлов, Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Юрий Иванов хутшăннă. Тĕлпулу вăхăтĕнче 2024 çулхи ĕçсене пĕтĕмлетнĕ, малашнехи тĕллевсене палăртнă. «Единая Россия» партин вырăнти уйрăмĕн ĕçĕнче тĕп вырăнта — федераци, республика, муниципалитет шайĕнчи программăсене пурнăçланине контроллесе тăрасси, СВО участникĕсемпе вĕсен çемйисене пулăшасси. Обществăпа политика пурнăçĕнчи активистсене «Единая Россия» партин регионти уйрăмĕн Секретарĕн Леонид Черкесовăн Тав хучĕсемпе чысланă, партие кĕнĕ çĕнĕ çынсене парти билечĕсем панă. Çавăн пекех ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Зорин ячĕпе унăн Вăрмар районĕнчи пулăшуçи Юрий Иванов та партин активлă членĕсене Тав хучĕсемпе чысланă.
Эвелина МИХАЙЛОВА