yVypGgKZP8sЧупайри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парассине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Нумай пулмасть кунта çак шкул выпускникĕпе Сергей Александрович Анисимовпа тĕлпулу иртнĕ.

Сергей Анисимов — ятарлă çар операцийĕн участникĕ, аслă лейтенант, танк экипажĕн командирĕ, çар тивĕçне пурнăçласа аманнине пула хальхи вăхăтра ăна демобилизациленĕ. СВО вăхăтĕнче хăюлăхпа палăрнăшăн Сергей Александровича икĕ хутчен Паттăрлăх орденĕпе тата Суворов медалĕпе наградăлама тăратнă, Паттăрлăх орденĕпе, «Ятарлă çар операцийĕн участникне» медальпе наградăланă. Çар ВУЗне ла­йăх паллăсемпе пĕтернĕшĕн ылтăн медальпе, çавăн пекех «КВКТУ — 100 çул» «Танкистсен Союз­не — 75 çул» медальсемпе чысланă.

Ачасемпе иртнĕ тĕлпулура Сергей Александрович мĕн­ле майпа вăл ятарлă çар операцийĕн участникĕ пулса тăнине каласа панă, шкулта, Хусанти танк училищинче вĕреннĕ çулсене аса илнĕ, çарти кун-çулĕ çинче тĕплĕ чарăнса тăнă. Унсăр пуçне вăл мирлĕ пурнăçа сыхлассин, пурнăç хаклăхĕн, çар службин, Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçлассин пĕлтерĕшне уçса панă. Пулас салтакăн мĕн­ле енсемпе палăрса тăмаллине, çарта туслăх малти вырăнта пулмаллине, йывăрлăхсене пĕрлĕхре кăна çĕнтерме пулнине каланă. Шкул ачисене сĕнÿсем те панă: вĕрентекенсене, ашшĕ-амăшне итлемелле, лайăх вĕренмелле, спортпа туслă пулмалла, малалла аталанма, умри тĕллевсене пурнăçлама ăнтăлмалла.

Сергей Александрович палăртнă тăрăх, ятарлă çар операцине хутшăнакансемшĕн тăванĕсен, ытти çынсен пулăшăвĕпе ырă сăмахĕ пысăк пĕл­терĕшлĕ. Вăл ачасене ăшă çырусемпе открыткăсемшĕн тав тунă, СВОра пулнă чухне вĕсене хумхану туйăмĕпе вуланине, халĕ те типтерлĕ упранине каланă.

Тĕлпулу вĕçĕнче вĕрентекенсемпе ачасем салтака çирĕп сывлăх, малашнехи пурнăçра ăнăçу суннă.

Шкул ачисемшĕн çак тĕлпулу нумайлăха асра юлĕ. СВО участникĕпе курнăçса калаçни вĕсенче Тăван çĕршывăмăрпа мăнаçланас туйăма аталантарать. Вĕсем хăюллă та харсăр, Тăван çĕршыва юратакан чăн-чăн паттăрсем пирĕнпе юнашарах пурăннине хăйсен куçĕпе курса ĕненеççĕ, вĕсене хисеплеме вĕренеççĕ.

Людмила ЦЫФАРКИНА, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Март 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
24 25 26 27 28 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники

сегодня

Последние комментарии

Яндекс.Метрика