13Вăрмар округĕн чылай паттăр ывăлĕ Тăван çĕршывăмăра хÿтĕлеме кар тăнă, вĕсем пирĕн Çĕнтерĕве çывхартассишĕн хăйсен салтак тивĕçне харсăррăн пурнăçлаççĕ.

Ятарлă çар операцийĕ пуçлансан айккинче юлма пултарайман салтак-ентешĕмĕрсем çапăçу хирĕсенче хăюлăхпа палăраççĕ. Вĕсем — çĕршывăн чăн-чăн патриочĕсем, хăйсен ырă тĕс­лĕхĕпе çитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитани парас ĕçе пысăк тÿпе хываççĕ. Раççейшĕн çăмăл мар тапхăрта хăйсене шеллемесĕр унăн наци интересĕсене хÿтĕлеççĕ.

Ахальтен мар салтаксен паттăрлăхне палăртса патшалăх вĕсене тĕрлĕ наградăсем парса хавхалантарать. Акă, Кивĕ Вĕренер ялĕнчи Сергей Анатольевич Софронова /сăн ÿкерчĕк çинче сылтăмра/ тата Уйкас ялĕн­чи Максим Анатольевич Лукина /сăн ÿкерчĕк çинче сулахайра/ иккĕшне те çак кунсенче хисеплĕ наградăпа — «Хăюлăхшăн» медальпе — чысланă. Çак пысăк наградăна пирĕн паттăрсене çар тивĕçне пурнăçласа хăюлăхпа палăрнăшăн Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн Хушă­вĕпе килĕшÿллĕн панă.

Сергей Анатольевича тата Максим Анатольевича саламлатпăр, вĕсен çирĕплĕхĕпе, паттăрлăхĕпе мăнаçланатпăр, тăван тăрăха часрах Çĕнтерÿпе таврăнма сунатпăр.

Ирина ДАНИЛОВА хатĕрленĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Март 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
24 25 26 27 28 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники

сегодня

Последние комментарии

Яндекс.Метрика