Çак кунсенче Вăрмар муниципаллă округĕнчен гуманитари пулăшăвĕн черетлĕ партине ăсатнă. Канаш тата Беловолжск епископĕ Стефан пил панипе Канаш епархийĕн V округĕн благочиннăйĕ, Тихвински Турамăш турăшĕ ячĕллĕ Мăнçырмари чиркÿ настоятелĕ Леонид Ермолаев протоиерей молебен ирттернĕ тата гуманитари тиевĕллĕ автомашинăна Турă шывĕпе сапса сăвапланă. Салтаксене валли чиркÿ прихожанĕсем хатĕрленĕ окоп çуртисене те парса янă. Леонид атте салтаксем ыйтнипе гуманитари пулăшăвĕ пуçтарса хатĕрлеме хутшăннă ырă кăмăллă çынсене тав тунине палăртнă.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Март 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
24 25 26 27 28 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники

сегодня

Последние комментарии

Яндекс.Метрика