IMG 6535Кашни çыншăн, уйрăмах ватăсемшĕн, ăшă сăмах, тимлĕх, чун-чĕре ăшши çав тери пĕлтерĕшлĕ. Шăпах та çавăнпа ĕнтĕ Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă центрăн ватăсемпе сусăр çынсене социаллă пулăшупа тивĕçтерекен Арапуçĕнчи стационар уйрăмĕнче тăтăшах тĕрлĕ мероприятисем, интереслĕ тĕлпулусем иртеççĕ. Кунта хÿтлĕх тупнă ватăсемпе сусăр çынсен тунсăхласа ларма вăхăт çук.

Вăрмарти инвалидсен организаци­йĕн председателĕн Эмма Михайловна Борисовăн пуçарăвĕпе «Парне» халăх фольклор ансамблĕ те Арапуçĕнчи ваттисен çуртне час-часах концертпа тухса çÿрет. Çак кунсенче те юрă-ташă ăстисем ватăсене хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.

Уйрăм заведующийĕ Вера Вячеславовна Васильева, сотрудниксем тата ватăсем хăнасене тараватлăн кĕтсе илчĕç. Вăрмарти инвалидсен организацийĕн председателĕ Эмма Борисова вĕсен умĕнче ăшă сăмахсем тухса каларĕ, çакăн евĕр тĕлпулусем пурнăçа илем кÿнине тата йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшнине палăртрĕ. Вăрмарти тĕп библиотека ĕçченĕ Римма Иванова, март уйăхĕнче Раççейре Православи кĕнекин кунне паллă тунă май, пухăннисене çакăн пирки ытларах каласа пачĕ, тĕн литературипе паллаштарчĕ.

«Парне» халăх фольклор ансамблĕ ватăсене валли чăн-чăн праçник туса пачĕ. Чăваш тата вырăс халăх юррисем кашнин чунне кĕрсе вырнаçрĕç, чи ăшă туйăмсене вăратрĕç. Хаваслă юрă-кĕвĕ ташлама йыхравларĕ, пусăрăнчăк шухăшсене сирсе ячĕ.

Паянхи кун ваттисен çуртĕнче 28 çын пурăнать. Вĕсене кунта мĕнпур условисемпе тивĕçтернĕ: пÿлĕмсенче ăшă та таса, тутлă апатлантараççĕ, медицина пулăшăвĕ кÿреççĕ, вăхăта усăллă та интереслĕ ирттерме пулăшаççĕ. Ватăсем тĕрлĕ кĕнеке, хаçат-журнал, çав шутра «Хĕрлĕ ялав» та вулаççĕ, округра, республикăра мĕн пулса иртнине пĕлсе тăраççĕ.

Ирина ДАНИЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Март 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
24 25 26 27 28 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники

сегодня

Последние комментарии

Яндекс.Метрика