Çĕршыв Президенчĕ регион руководителĕн Чăваш Республикин социаллă тата экономика аталанăвĕнчи ĕçĕ-хĕлне пысăк хак панă.
Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа мартăн 26-мĕшĕнче тĕл пулнă. Олег Алексеевич Чăваш Республики юлашки пилĕк çулта мĕнле аталанса пынине каласа панă. Çапла регионăн пĕтĕм продукчĕ — 1,85 хут, ăсатнă промышленноç продукцийĕн калăпăшĕ 2,3 хут ÿснĕ. Бюджетăн харпăр хăйĕн тупăшĕ 2,1 хут ÿснĕ. Пĕрремĕш хут Чăваш Енре республика экономики тунă налуксен калăпăшĕ консолидациленĕ бюджетран ытларах пулнă.
«Олег Алексеевич, татса памалли ыйтусем яланах нумай вĕсем, лару-тăрăва пĕрмаях тимлесе тăмалла. Анчах эсир кăтартуллă ĕçлетĕр, пĕтĕмĕшле илсен, результатсем лайăх, çавăнпа эпĕ сире ăнăçу сунатăп», — тенĕ Раççей Президенчĕ Владимир Путин.
«Ку вăл пысăк яваплăх, сирĕн шанăçа тÿрре кăларма тата Чăваш Ен ырлăхĕшĕн малалла ĕçлеме пĕтĕм вăя хурса тăрăшма хатĕр эпĕ», — тав тунă Олег Николаев çĕршыв Президентне хăйне шаннăшăн.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ республикăра çичĕ производство кластерĕ туса хунине тата логистика центрĕсемпе пысăк предприятисенче кирлĕ вилкăллă погрузчиксем туса кăларнине, рынокăн 70 процентне йышăнакан апат-çимĕç оборудованийĕ тунине каланă.
Агропромышленноç комплексĕнче аш-какай, тырпул, çăмарта туса илессипе кăтартусем 100 процента çитнĕ, ку вăл продовольстви хăрушсăрлăхĕн Доктринине тивĕçтерет. Инвестицисем 1,7 хут ÿснĕ. Хальхи вăхăтра Чăваш Енре 200 млрд тенкĕлĕх 174 проект пурнăçланать, çав шутра «Çĕнĕ Шупашкар» производствăллă уйрăм экономика зонинче тата индустри паркĕсенче.
Чăваш Енре туризм сфери те лайăх аталанать. Республикăна килекен туристсен юхăмĕ 1,7 хут ÿснĕ. Атăл юханшывĕпе илес пулсан — 4 хут ÿснĕ, мĕншĕн тесен Хусанпа Шупашкар хушшинчи шыв çинчи çыхăнăва йĕркеленĕ.
Социаллă сферăра та курăмлă улшăнусем пулнă: медицинăра, вĕрентÿре, культурăра. Юлашки пилĕк çулта сывлăх сыхлавĕн 291 объектне, спорт инфраструктурин 98 объектне юсанă тата хăпартнă. 9 шкул строительствине пурнăçланă, 111 шкула тĕпрен юсанă. Культура облаçĕнче 452 объекта çĕнетнĕ, çав шутра 35 культура çуртне çĕнĕрен хăпартнă.
Палăртмалла, регион Правительстви Чăваш Республикин 2025-2030 çулсенчи социаллă тата экономика аталанăвĕн Комплекслă программине хатĕрленĕ. Ăна пурнăçлани республикăна малалла та хăйĕн потенциалне аталантарма тата экономика кăтартăвĕсене ÿстерме май парĕ.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн пресс-служби