Вăрмар вĕрентÿ кластерĕ перекетлĕ производство енĕпе кÿртĕм заняти ирттернĕ. Перекетлĕ производство сферинчи компетенцисен центрĕн пĕрремĕш занятийĕ Вăрмар вĕрентÿ кластерĕн аталанăвĕ шайĕнче «Аквапром» тулли мар яваплă обществăн заводĕнче иртнĕ.
Семинар ĕçне Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн сотрудникĕсем, Чăваш Республикинчи промышленниксемпе уйрăм çын предпринимательсем хутшăннă. Пухăннисен умĕнче республикăри перекетлĕ производство сферинчи компетенцисен центрĕн руководителĕ Александр Емельянов, стратеги аталанăвĕн тата коммуникаци политикин ыйтăвĕсемпе ĕçлекен эксперт Дмитрий Донсков тата ыттисем те тухса калаçнă.
Палăртмалла: республикăри компетенцисен центрĕ «Тухăçлă тата конкурентлă экономика» наци проекчĕ тытăмĕнчи «Ĕç тухăçлăхĕ» федераци проектне Чăваш Республикинче пурнăçлать. Унăн тĕллевĕ — 2030 çул тĕлне чĕртаварпа ĕçлемен тĕп отрасльсенчи вăтам тата пысăк предприятисене 40 процентран кая мар, çавăн пекех патшалăхăн тата муниципалитетăн социаллă сферăри организацийĕсене 100 проценчĕпех ĕç тухăçлăхне ÿстермелли проектсене пурнăçлама явăçтарасси.
Альбина ИЛЬИНА, Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн экономика тата çĕрпе пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ
Олег НИКОЛАЕВ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ:
«Йышăнусем тумалли хăвăртлăх çине чăрмавлă витĕм кÿрекен ытлашши сыпăксем тата процессем — ку вăл манăçа тухмалла. Вăхăта ăçта сая янине тупса палăртмалла пирĕн, управлени эффективлăхĕ çине пусăм тумалла».